Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ыттисем пек мар, хăйне евĕрлĕ

Лариса Стахеева 1972 çулта Елчĕкре çуралнă. Ача чухнех хăйĕн тантăшĕсенчен расна, хăйне евĕрлĕ пулнипе уйрăлса тăнă. Тĕлĕнмелле лайăх вĕреннĕ, пĕр сăмахпа, ăслă хĕр ача пулнă. Унăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕнчен пурте тĕлĕннĕ.

Шкулти стена хаçачĕн редакторĕ, поэзие юратакансен клубне йĕркелесе янă, шкул ачисем хушшинче çамрăк шахматистсен республикăри турнирĕн призерĕ пулнă. Елчĕкри вăтам шкула çăмăллăнах ылтăн медальпе пĕтернĕ. Районти тĕп библиотекăра Лариса вуламан кĕнеке юлман. Вырăс литературин классикĕ Ф.М.Достоевский çырнисене “шĕкĕлчеме” 6-мĕш класра вĕреннĕ чухнех ăс-тăнĕ çитнĕ. Вун иккĕри хĕр ача пĕррехинче библиотекăна пырсан хăйне “секс” çинчен çырнă кĕнеке тупса пама ыйтнă. Библиотекарь, çамрăк хĕрарăм, Ларисăна куçран тинкернĕ те пĕр вăхăт кăн! хытса тăнă. Совет саманинче – 20 çул каялла – çак сăмаха ача-пăча мар, аслисем те илтмессе, ăнланмасса пултарнă.

Лариса чăваш ялĕнчи пурнăçпа кăнăçса пурăнакан çын пулмасси малтанах паллăччĕ. Чăннипех, çапла пулчĕ те. Хăй калашле, çак çулсенче вăл Мускава витĕр пĕлсе çитнĕ, унăн паллă çыннисемпе çывăх паллашнă. Парижра пурăннă. Пысăк юратупа, тĕрĕсрех, пысăк пултаруллă актерпа – Александр Абдуловпа (йывăр тăпри çăмăл пултăр, вăл пурнăçран уйрăлса кайнăранпа 20 кун та çитмен) тĕл пулнă. Кинофильмсенче селĕм арçын ролĕсене выляканскере нумай хĕрарăм ăмсаннă. Лариса та, “айванскер”, вăл Гениллĕ Актер пулнине манса кайсах, арçын юратăва мĕнле йышăннин тупсăмне пĕлме хăтланнă.

– Лариса, пурнăç урапи мĕнле кусма пуçларĕ?

– 1989 çулта Елчĕкрен Мускава пĕчĕк чăматанпа килсе çитни – манăн пурнăçăн пуçламăшĕ. Аттепе анне çав тери пăшăрханчĕç, хăйсен пĕртен-пĕр хĕрне пысăк хулана кăларса ярасшăн пулмарĕç, билет туянма укçа та памарĕç. Пурпĕрех парăнмарăм, атте енчи тăван, Елчĕкре аэродром начальникĕ пулса ĕçленĕ Митя пичче патне кайрăм. Васкавлăн Мускава тухса каймалли çинчен пĕлтертĕм. Вăл мана нумай кĕттермерĕ, ĕçе кăларса та пачĕ. Çапла эпĕ хамăн пурнăçра пĕрремĕш хут Мускава лекрĕм. Провинцири “çăлтăр” столицăра никам та мар, кунта манăн пĕр çын тăван, пĕлĕш те çук. Мускаври Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетне вĕренме кĕрес тĕллевпе килнĕ эпĕ тĕп хулана. Йышăну комиссине документсене панă хыççăн абитуриентсен общежитине пурăнма вырнаçтарчĕç. Темиçе кунранах пуринпе те паллашма ĕлкĕртĕм. Аслă курсра вĕренекен Олег Штейнман студент мана “куç хыврĕ”. Вăл мана хăйпе пĕрле джаз фестивалĕсене, Мэрилин Ултон концерчĕсене, А.С.Пушкин музейне илсе çÿрерĕ. Импрессионистсене кăтартрĕ, тĕлĕнмелли кĕвĕсем итлеттерчĕ. Вăл калаçура эпĕ ăнланман Боб Марли, Стинг сăмахсемпе усă куратчĕ. Ăслă кĕнекесем вулама сĕнетчĕ. Пĕр сăмахпа, маншăн тĕнчере Олегран ăслăрах çын çук та пек туйăнчĕ.

Тепĕр çулталăкран эпир унпа пĕрлешрĕмĕр, вăл манран 9 çул аслăрахчĕ. Штейнманăн ашшĕ профессор (кайран академик), тĕнчери паллă биохимик. Амăшĕ – инженер-конструктор.

Туйра ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕке халĕ те час-часах алла илетĕп: варринче – Олегпа иксĕмĕр, юнашар тĕслĕхлĕ интелли-гентсен çывăх тăванĕсем, сылтăмра – пахчара ĕçлесе пичĕсем çилпе кушăрханă манăн тăвансем, ахаль чăвашсем.

Штейнман ăнлавĕпе, эпĕ ăна качча тухни манăн пурнăçра пысăк çитĕнÿ-мĕн. Эпĕ ют чĕлхесене вĕренес, аслă пĕлÿ илес тенине хирĕçлерĕ. “Хĕрарăмăн ялан килте пулмалла, арçынна юраса пурăнма пĕлмелле, çакă çитет”, – теме юрататчĕ вăл. Интеллигентсен çемйинче мĕскĕн чăваш хĕрĕ пулса пурăнас килмерĕ. Ывăл – Коля, ачашласа ăна Кузя тетпĕр, чăмăртаннă хыççăн çĕнĕрен институтра вĕренме тытăнтăм, акăлчан чĕлхине ятарласа алла илтĕм, спорт шкулне çÿрерĕм. Мăшăра çакă килĕшмерĕ. Ывăлăм характерĕ-пе хам пекех, савăнăçлă ÿсрĕ. Эпир унпа иксĕмĕр яланах юрлатпăр, ташлатпăр. Тĕплĕн шухăшласа пурăнакан Штейнман академик çемйинче вара çакна хăнăхман. Эпир урăх çĕре пурăнма куçрăмăр.

Мĕн пулнине пĕтĕмпех манса кайма шут тытрăм, 1995 çулхи çуркунне ывăлăма вăхăтлăх анне патне Елчĕке илсе килтĕм.

“Бурда моден” модель агентствинче манекенщица пулма юрăхлă пултăм. Штейнман ун чухне çапла каларĕ. “Эпĕ, чăннипех, пĕтĕмпех тÿсме пултаратăп, анчах арăм – манекенщица – виçесĕр”. Çакăн хыççăн эпир унпа пуçĕпех уйрăлса кайрăмăр.

Ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ – подиум çинче утрăм. Пурнăçра çакăн пирки нумай ĕмĕтленнĕ эпĕ. Асра юлмалли самантсем те сахал мар пулчĕç. Мĕншĕн тесен эпĕ “Птюч”, “Белый таракан” клубсенче нихăçан та пулса курман. Кунта эпĕ паллă çынсемпе тĕл пултăм, “куç хывакансем” те тупăнчĕç, паллах.

Малалла Европа тăрăх çÿреме майсем пулчĕç. Пĕрремĕш çĕршыв – Португали, унта “ЕХРО-98” выставка ирттерме хутшăнтăмăр. Паллă модель тата пуçласа ĕçлеме тытăннă актриса пулса пĕр вăхăт Францире пурăнма май килчĕ. Парижра пурăннă тапхăртине аса илетĕп те, хамран хам тĕлĕнетĕп. Чĕлхене тата аристократсен йăлисене тĕлĕкре те тĕлленме пултарайманскер, 2 çул французсемпе хутшăнса пурăнса европеецсен капăрлăхне (лоск) алла илтĕм.

Акăлчанла лайăх калаçма, çырма пĕлни мана питĕ пулăшрĕ. Сăмах май, французсем акăлчан чĕлхине япăх пĕлеççĕ. Вĕсемпе танлаштарсан акăлчанла эпĕ лайăхрах калаçаттăм. Çапла майпа ĕçе те вырнаçрăм.

Парижран Мускава таврăннă хыççăн мĕн ачаранах чуна кĕрсе вырнаçнă журналистика ĕçне парăнса ĕçлеме шутларăм. Маларах Томск хулинчи паллă журналисткăпа паллашни те мана çак утăма тума хистерĕ. “Чăнкă” юлташсемпе хутшăннипе “Кинопарк” журналта ĕçлеме тытăнтăм. Лариса Висник редактортан яваплă ĕç илтĕм: паллă актертан – Александр Абдуловран интервью илмелле. Чунран юратса çырнăскер, ăнăçлă, çынсене ки-лĕшмелле пулса тухрĕ.

– Андрей Малахов ертсе пыракан “Большая стирка” передачăна эсĕ хутшăннине Елчĕксем хăйсен куçĕсемпе курсан тĕлĕннипе хытсах кайнăччĕ, калаçу кам пирки пынине пĕлсен, пушшех.

– Андрей малтан манпа ятарласа тĕл пулчĕ, куçа-куçăн, пытармасăр пĕтĕмпех каласа кăтартрăм. “Эсир – тĕлĕнмелле. Сирĕн çинчен тепĕр эрнере передача тăватпăр”, – терĕ вăл çирĕппĕн. “Останкинона” кайрăм, анчах питĕ хумхантăм.

Малахов кăштах чарăнса тăнă хыççăн Саша Абдуловăн ятне каларĕ. Зал “шыв сыпрĕ”, ун хыççăн йĕплĕ ыйту пачĕ: “Енчен те вăл шăнкăравлас, пĕтĕмпех çĕнĕрен аса илме ыйтать пулсан эсĕ ун патне каялла таврăнма килĕшетĕн-и;”

Çак вăхăтра эпĕ Гениллĕ Актер мана курнă пек туйрăм. Камера енне пăхса малтан култăм, ун хыççăн йĕрсе ятăм. Залти çынсем мана ăнланчĕç, хыттăн алă çупрĕç.

– Елчĕке час-часах килсе çÿреме, Лариса, май килет-и?

– “Тĕнче касса” çÿретĕп пулсан та аттепе анне ырă-сывă пурăннă чухне тăван яла килсе кайма вăхăт тупатăпах. Елчĕк енĕн хура тусанне, пылчăкне Францири темĕнле йышши йăлтăрккапа та улăштармастăп. Кунта маншăн пĕтĕмпех чуна çывăх. Çулсем иртсе пынă май, пушшех, çывăх çынсемпе юнашар пулмаллине туятăп.

– Санăн пĕчĕк хĕр пĕрчи те пур-çке, пĕлмен те, нумаях пулмасть аннÿпе – Галина Ивановнăпа пĕрле Елчĕк тăрăх уçăлма тухнăччĕ.

– Çапла, вăл манăн Мари-Изабель. Маруся, тетĕп ăна юратса. Унра чăваш юнĕпе çурмалла аристократ юнĕ чупать. Унăн ашшĕ – француз. Хĕрĕме эпĕ Парижра чухне çуратнă.

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче Лариса-Мария Штейнман ялта пулчĕ. Мария – пĕчĕк пепкен Мари-Изабелĕн ячĕ. Халĕ вăл амăшĕн хушма ячĕ (псевдонимĕ) пулса тăнă.

Пĕрре килнипе усă курса хăйĕн нумаях пулмасть пичетленсе тухнă “Гений” кĕнекипе паллаштарма кăмăл турĕ. Кĕнеке презентацийĕ Елчĕкри тĕслĕх библиотекăн вулав залĕнче иртрĕ. Тĕл пулăва халăх йышлăн пуçтарăнчĕ.

Кĕнекене Мускаври “Эксмо” издательствăра пичетленĕ, тиражĕ – 10100 экземпляр. Сăмах май, унăн творчествăри ĕçĕ тухăçлă пулса пырать. Тепĕр çур çултанах иккĕмĕш, ун хыççăнах виççĕмĕш кĕнекисем кун çути курмалла.

Умсăмахра Лариса-Мария Штейнман: “Хамăн пурнăç çинчен кĕнеке çырма шутларăм”, – тет. Унта малтан асăннă Гениллĕ Актера халалланă йĕркесем те пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Кĕнекене вуласа тухсан, пĕлсех тăратпăр, тĕрлĕрен калакансем тупăнĕç. Эпир, чăвашсем уйрăмах, “чун йĕрет” пулсан та куççуле çăтса яма хăнăхнă. Анчах чунрине хамăрта хăваратпăр. Мĕншĕн тесен халăхăн авалхи каларăшĕнченех паллă: “Чăваш килти çÿп-çапа урама илсе тухма хăнăхман”. Лариса-Мария вара хăйне евĕрлĕ, хаваслă туйăмлă, хăюллă, чунĕ уçă, кăмăлĕ ырă унăн. Вăл кашни çынпа куçа-куçăн, уççăн калаçать, кирек кампа та хăвăрт паллашать, çавăнпа юлташсем те нумай унăн. Çак енсем вăл çырнă “Гений” кĕнекере те яр уççăн палăрса тăраççĕ...



"Елчĕк Ен"
19 января 2008
00:00
Поделиться