Асăрханăр – ачасем
Асăрхарăр пулĕ, автотранспорт йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Çавна май, çул çинче хăрушлăх та хăпарать. Ачасене, çамрăксене тимлĕрех пулма хăнăхтарас, профилактика ĕçне лайăхлатас тĕллевпе районта 2007 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи кăрлачăн 10-мĕшĕччен “Асăрханăр – ачасем!” профилактика операцийĕ иртрĕ. Çак тапхăрта, уйрăмах Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем умĕн, шкулсенче, ясли-садсенче воспитани илекен çамрăксемпе калаçусем ирттернĕ, çул çÿремелли йĕркесемпе паллаштарнă. Çавăн пекех водительсем çул çÿремелли йĕркесене пăхăннине те айккине хăварман – кунта ДПС нарячĕсен ĕç-хĕлне вăйлатнă, çул çинчи паллăсене çĕнетнĕ.
Операци вĕçленчĕ пулин те, малашне те ачасене куçран вĕçертмĕпĕр – вĕсем, çитĕннисем çул çÿремелли йĕркесене пăхăннине асăрхасах тăрăпăр.