Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

08:07_ Поздравление главы Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем чувашской печати

Хисеплĕ пичет ĕçченĕсем, ветеранĕсем!

     Сире професси уявĕпе - Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

    Çак кун эпир йăлана кĕнĕ тăрăх массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене чыслатпăр. Массăллă информаци хатĕрĕсем район пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Эсир хальхи вăхăтри район историне çыратăр, кашни киле информаци çитерсе çынсене пурнăçпа пĕр тан утма хистетĕр. Район хаçатне елчĕксем юратса вулаççĕ, унта кашнийĕ хăйне кăсăклантаракан информаци тупма пултарать. Хаçат яланах обществăри хутшăнусене йĕркелеме пулăшнă, пурнăç уттинчен юлмасăр халăхпа туслă çыхăну тытнă. Малашне те халăх шанăçне тỹрре кăларасса, пахалăхлă, оперативлă информаципе тивĕçтерессе шанса тăратпăр.

        Уяв ячĕпе саламласа сире ырлăх-сывлăх, телей, ĕçре хавхалану, çитĕнỹсем сунатăп.

              Елчĕк район пуçлăхĕ             Н.П.Миллин.



19 января 2008
00:00
Поделиться