Ял çыннин ĕмĕчĕ пысăк
Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Д.А.Медведев: “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ ялти пĕчĕк формăллă хуçалăхсене аталанма лайăх май туса пачĕ. 2006 çулта ку тĕлĕшпе пурĕ 40 миллиард тенкĕ укçа уйăрнă, 2005 çулта çак кăтарту 13 хут пĕчĕкрех пулнă. 100 пин çын е организаци çăмăллатнă кредитпа усă курнă. Килти хушма хуçалăха аталантарас тĕллевпе кредит илес текенсен хисепĕ уйрăмах пысăк пулнă. 8 çуллăха паракан çăмăллатнă кредита пурĕ 50 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çакă малтан палăртнă калăпăшран 20 процента яхăн ытларах. Кредитпа усă курса выльăх-чĕрлĕх усрамалли 1240 фермăна çĕнетнĕ”.
Агропромышленность комплексĕ - экономикăн тĕп секторĕсенчен пĕри. Вăл мĕнле аталанса пыни ял çыннин пурнăç шайне палăртать. “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе усă курса выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас тĕллевпе иртнĕ çул районти 6 хуçалăх 8 çуллăха пурĕ 30 миллион тенке яхăн, техника паркне çĕнетме 46 миллион тенкĕ ытларах çăмăллатнă кредитпа усă курнă. Ял хуçалăхĕнче продукци туса илессине ÿстерессипе патшалăх ытти çăмăллăхсене те палăртнă. Ăратлă пушмак пăрусем туянма уйăракан субсидипе 2007 çулта 3 миллион та 744 пин тенкĕлĕх усă курнă. 3500 килограмм ытларах сĕт паракан ĕнесемшĕн 2 миллион та 495 пин тенкĕ, элита вăрлăхсем туяннăшăн 2 миллион та 139 пин тенкĕ, гербицидсемпе усă курнăшăн 2 миллион та 304 пин тенкĕ, çĕр пулăхне ÿстернĕшĕн 5 миллион тенкĕ хушса тÿленĕ.
Акционерсен “Прогресс” обществи çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртессипе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ пурнăçа кĕртме тытăннăранпа ял хуçалăх предприятийĕ нумай ĕç туса ирттерчĕ, малашлăх тĕллевсем те пысăк. Акционерсен “Прогресс” обществин директорĕпе М.И.Разумовпа шăпах çакăн çинчен калаçрăмăр та.
– Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ приоритетлă наци проекчĕ пулса тăчĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров, республика правительстви вăл мĕнле пурнăçа кĕнине тĕплĕн тишкереççĕ.
– “АПК аталанăвĕ” наци проектне тĕпе хурса ĕçлени производство кăтартăвĕсенче те уçăмлăн палăрать. Çĕнĕ йышши технологисемпе усă курни ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстерессинче пысăк витĕм кÿнине кашни тĕслĕхре курса ĕненетпĕр. Иртнĕ çул кашни гектартан 38, 3 центнер тĕш тырă пухса кĕртме пултартăмăр.
Техника паркне çĕнетсех пыратпăр. Уй-хирте ака, суха ĕçĕсене энергие перекетлекен ку чухнехи техникăпа пурнăçлани продукци туса илессин хăй хаклăхне нумай чакарать, ĕç тухăçлăхне ÿстерет. Пĕлтĕр “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 4 миллион та 392 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ йышши ял хуçалăх машинисене туянтăмăр.
– Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас тĕлĕшĕпе юлашки çулсенче тунă пысăк ĕçсем çинчен кĕскен аса илни те вырăнлă пулĕ. Михаил Ильич, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илнин кăтартăвĕсемпе эсир кăмăллă-и;
– Виçĕм çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр аш-какай, сĕт ытларах туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 5280 килограмм сĕт сунă. Мăйракаллă шултра выльăхсем пĕр талăкра 710 грамм, сыснасем 600 грамм ÿт хушнă. 100 гектар çĕр пуçне 138 центнер аш-какай, 825 центнер сĕт туса илнĕ.
Ял хуçалăх продукчĕсем сутнинчен пĕтĕмпе пырса кĕрекен укçан 80 проценчĕ выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илнипе пулнă. Ĕнесенчен сĕт нумай сунин, ăна тивĕçлĕ хакпа сутнин усси тата пысăкрах. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем ытларах туса илесси çине фермăсенче çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курса ĕçлени те пысăк витĕм кÿрет. Патреккелти ĕне ферминче эпир 10 çул каяллах ют çĕршывра туса кăларнă сăвакан оборудовани вырнаçтарнă, çак вăхăтченех вăл тухăçлă ĕçлет. Иртнĕ çул Елчĕкри ĕне фермине тĕпрен реконструкци турăмăр. Сысна фермисенче те çĕнĕ йышши оборудованисем вырнаçтарнине пула кăтартусем ÿсеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хăйсене шанса панă вырăнсенче яваплăха туйса тимлеççĕ.