Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пултаруллă педагог

Вĕрентекенĕн ĕçĕ питĕ йывăр, кăткăс, яваплă, пархатарлă. Çамрăк ăрăва çирĕп те тарăн пĕлÿ парассишĕн, пĕчĕк ачасенчен ырă кăмăллă, тÿрĕ чунлă, сăпайлă çынсем ÿстерессишĕн педагогăн пĕтĕм вăй-халне, ăсталăхне, чунне парса тăрăшмалла. Çав вăхăтрах вĕсене хăвăн ачусене юратнă пекех юратмалла.

Çапах та йывăрлăхсенчен хăрамасăр учитель профессине алла илнĕ Виталина Геннадиевна Митрофанова. Кармалти шкулта вăл çирĕм çула яхăн кĕçĕн класри ачасене пĕлÿ парассишĕн тăрăшать. Малтан вăл Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Унтан Шупашкарти университетра пĕлĕвне малалла ÿстернĕ. Халĕ вăл 1-3-мĕш классене вĕрентет.

Тăрăшуллă педагог, пултаруллă класс ертÿçи, пысăк тавра курăмлă, пур кăткăс лару-тăруран та тухма пултаракан Виталина Геннадиевна хăйĕн ачисене ансаттинчен йывăрри патне ертсе пырать. Вĕсен характерĕсене аталантарать, пурнăçра чи кирлине вĕрентет. Вăл яланах вĕренÿре те, воспитанире те çĕннине шырать. Пирĕн ачасем çакăн пек вĕрентекен аллинче пулнăшăн эпир, ашшĕ-амăшĕ, питĕ хĕпĕртетпĕр.

Виталина Геннадиевна час-часах ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулусем, конкурссем, утренниксем, уçă уроксем ирттерет. Ăна яланах ачасемпе пĕрле куратăн. Ун тавра пĕрмаях шăпăрлансем хĕвĕшеççĕ. Вĕрентекен кашни ачапа кăмăллă калаçать, сассине хăпартмасть, вĕсен лайăх енĕсене курма, палăртма тăрăшать. Çавăнпа ачасем ăна питĕ юратаççĕ, иккĕмĕш амăшĕ вырăнне хурса хисеплеççĕ.

Виталина Геннадиевна районти вĕрентекенсен конкурсĕсене те хутшăнать.

Çакăн пек вĕрентекенсем ытларах пулни пирĕншĕн, ашшĕ-амăшĕшĕн, питĕ лайăх.



"Елчĕк Ен"
14 января 2008
00:00
Поделиться