Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Православи тĕнĕн 2008 çулхи тĕп уявĕсем

Уявсен уявĕ

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕ – Мăнкун (Пасха Христова).

Куçакан чи аслă уявсем

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕ – Турă Иерусалима пырса кĕни (Кăчăкă праçникĕ) (Вход Господень в Иерусалим).

Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕ – чĕрĕлсе тăнă Иисус Христос çÿл тÿпене çĕкленни (Вознесение Господне).

Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕ – Турă Ашшĕ, Ывăлĕ тата Таса Сывлăшĕ пĕрлешсе пĕрлĕхлĕ пулнине палăртни (День Святой Троицы. Пятидесятница).

Куçман чи аслă уявсем

Кăрлачăн 7-мĕшĕ – Иисус Христос çуралнă кун (Рождество Христово).

Кăрлачăн 19-мĕшĕ – Иисус Христоса шыва кĕртни (Крещение Господа Бога и Спаса нашего Иисуса Христа. Святое Богоявление).

Нарăсăн 15-мĕшĕ – Иисус Христоса хирĕç тухса кĕтсе илни (Сретение Господне).

Ака уйăхĕн 7-мĕшĕ – пулас Турă Амăшне ырă хыпар калани (Благовещение Пресвятой Богородицы).

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕ – Иисус Христос çап-çутă сăнлă пулса курăнни (Преображение Господне).

Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕ – Турă Амăшĕ вилнĕ кун (Успение Пресвятой Богородицы).

Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕ – Турă Амăшĕ çуралнă кун (Рождество Пресвятой Богородицы).

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕ – Аслă Турра пăталаса вĕлернĕ хĕресе халăха çĕклесе кăтартни (Воздвижение Креста Господня).

Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕ – Турă Амăшĕ чиркĕве кĕни (Введение во храм Пресвятой Богородицы).

Аслă уявсем

Кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕ – Аслă Турă ÿтне касни. Аслă Çветтуй Василий çуралнине асăнни (Обрезание Господне. Память Святителя Василия Великого).

Утă уйăхĕн 7-мĕшĕ – Иоанн Предтеча çуралнă кун (Рождество Иоанна Предтечи).

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕ – чи аслă та таса апостолсене – Петĕрпе Павăла чыслани (Святых первоверховных апостолов Петра и Павла).

Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕ – Иоанн Предтеча пуçне каснă кун (Усекновение главы Иоанна Предтечи).

Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕ – Пукрав (Покров Пресвятой Богородицы).

Нумай кунлă типĕсем

Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 27-мĕшĕччен – Аслă типĕ.

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 11-мĕшĕччен) – Питрав типпи.

Çурла уйăхĕн 14-27-мĕшĕсем – Успени типпи.

Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа 2009 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕччен – Раштав (Филипп) типпи.

Пĕр кунлă типĕсем

Çулталăк тăршшĕпех – юн кунпа эрне кун.

Кăрлачăн 18-мĕшĕ – Иисус Христоса шыва кĕртес умĕнхи кун.

Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕ – Иоанн Предтеча пуçне каснă кун.

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕ – Аслă Турра пăталаса вĕлернĕ хĕресе халăха кăтартнă кун.

Вилнисене уйрăм асăнмалли кун

Пуш уйăхĕн 1, 29-мĕшĕсем.

Ака уйăхĕн 5-мĕшĕ.

Çу уйăхĕн 6, 9-мĕшĕсем.

Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕ.

Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ.



"Елчĕк Ен"
14 января 2008
00:00
Поделиться