Туслă коллективра ĕç ăнать
Владимир Рахмуллин ертсе пыракан “Яманчурино” ОООра производство кăтартăвĕсене çулран-çул ÿстерсе пыни, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессипе пуçару туни ял хуçалăх предприятийĕ аталану çулĕ çине тăнине çирĕплетет. Яманчÿрелсем уйрăмах выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессинче тăрăшуллă пулни çинчен каласа кăтартма пире те кăмăллă. Çĕнĕ çул умĕн ятарласа ферма коллективне çитсе куртăмăр, унти хастар ĕçченсемпе паллаш- рăмăр.
Выльăх-чĕрлĕх патĕнче тăрăшакансен кăмăлĕсем уçă. Хăйсене шанса панă ĕç вырăнĕнче яваплăха туйса тимлени, вĕсем пĕр-пĕринпе хутшăнса калаçнинченех яр уççăн палăрса тăрать.
– Коллективăн хальхи тапхăрти ĕçĕ-хĕлĕпе эпĕ чăннипех кăмăллă. Ферма хĕрĕсен вăй-халĕ иксĕлми пулнинчен тепĕр чухне тĕлĕнетĕп те. Пĕр çемьери çынсем пек вĕсем пурте, кирек хăш вăхăтра та пĕр-пĕрне пулăшу аллине тăсса пама хатĕр. Туслă коллективра ĕç те ăнса пырать, – тет предприяти директорĕ Владимир Рахмуллин. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ В.Васильева палăртнă тăрăх, Яманчÿрелти ферма коллективĕ районта чи çамрăкки шутланать, ферма ĕçченĕсен вăтам ÿсĕмĕ – 33 çул. Çамрăксенче вăй тапса тăрать... Клавдия Ермолаева, Елена Маркова дояркăра ĕçлеме пуçлани икĕ çул та çитеймен-ха, апла пулин те вĕсем ĕçре правур. Надежда Краснова 8 çул дояркăра ĕçлесе самай пысăк опыт пухнă. Районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ăмăртăвĕнче те палăрчĕ, иртнĕ çул вăл Чăваш Республикин Ял хуçалăх минис-терствин Хисеп грамотине илме тивĕç пулчĕ. Галина Никандровна выльăх-чĕрлĕх пăхакансене улăштарса ĕçлет. Антонина Немцевăпа Ирина Афандеева пăру пăхнă çĕрте тимлеççĕ. Валентина Ермолаева нумай çул дояркăра тăрăшнă, хальхи вăхăтра пĕтĕ пушмак пăрусем пăхать.
2006 çулхипе танлаштарсан, иртнĕ çул ял хуçалăх предприятийĕнче аш-какай туса илессине 17 процент, сĕт туса илессине 16 процент ÿстернĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем ытларах туса илни тÿрремĕнех продуктивлăх ÿснипе çыхăннă. Пĕр ĕнерен сĕт сăвасси виçĕм çулхи 5047 килограмм вырăнне 5200 килогрампа танлашрĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсем пĕр талăкра 662-шер грамм ÿт хушнă. Пысăк кăтартусен тепĕр вăрттăнлăхĕ – ĕне выльăхсен хисепĕ ÿснинче. Иртнĕ çул 90 пуç сăвакан ĕне пулнă пулсан, кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне фермăра 100 пуç ĕне шутланать. Вĕсен хисепне малашне тата тепĕр çакăн чухлĕ ÿстерме палăртаççĕ. Ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме вара майĕсем çителĕклех. Иртнĕ çул “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе усă курса ĕне витине тĕпрен реконструкци тунă. Унта Данире туса кăларнă оборудовани – ĕне сăвакан çĕнĕ йышши установка, сĕт пăрăхĕ, холодильник вырнаçтарнă. Сĕт пăрăх тăрăх тÿрех хупă холодильника çитет. Çапла майпа дояркăсем сĕте ку-çĕсемпе те курмаççĕ.
Иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан, Яманчÿрелĕнчи фермăра халĕ нумай çĕнĕлĕх. Çавăнпа фермăра хавхаланса ĕçлемелĕх пур. Ĕне выльăхсене ахаль таканасенчен мар, апат сĕтелĕпе усă курса тăрантараççĕ. Апата валеçессинче çĕнĕ йышши ятарлă агрегатпа усă курни те кулленхи ĕçре нумай çăмăллăх кÿрет. Асăннă агрегатпа тухăçлă усă курма май килет. Сенаж-силос шăтăкĕсем те аякра вырнаçман. Ферма территорийĕнчи çула вак чул сарса тикĕсленĕрен агрегата çÿреттерме уйрăмах меллĕ. Кунта кашни ĕçе тĕплĕн тума тăрăшнине асăрхатăн: витери чÿречесене рамăсăр, хальхи йышши материалсемпе усă курса ăсталанă, алăксене меллĕ туса хатĕрленĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессинче витери микроклимат мĕнле пулни те пĕлтерĕшлĕ. Çакна шута илсе вентиляци шахтисене те çĕнĕ материалсенчен тунă.
Çуллахи вăхăтра ĕне сума тесе тунă ятарлă площадкăна та çĕнетме палăртнă, унта сĕт пăрăхĕ вырнаçтарасшăн. Çак ĕçе те вăраха ярасшăн мар.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма пысăк тĕллев тытнă ял хуçалăх предприятийĕнче ăратлă ĕне выльăхсем туянасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
– Ăратлă ĕне выльăх çитĕнтерессипе ятарласа ĕçлекен акцио-нерсен “Прогресс” обществинчен маларах туяннă ĕнесем, чăннипех, пысăк продуктивлă. “Царица”, “Цыганка”, “Ракета”, “Морячка” куллен 28-30-шар килограмран ытла сĕт антараççĕ, – тет Александр Волков тĕп зоотехник.
Хĕл тапхăрĕнче те коллектив кашни ĕнерен 16 килограмм, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 3 килограмм ытларах сĕт сăвать. Шупашкарти сĕт-çу заводне леçекен продукци ГОСТ требованийĕсене туллин тивĕçтерет. Пахалăхлă продукцин хакĕ те пысăк. Сĕт сутнинчен анчах хуçалăх кассине куллен 24-25 пин тенкĕрен кая мар укçа пырса кĕрет.
Фермăри выльăх-чĕрлĕхе пуян рационпа тăрантараççĕ. Хушма, минераллă апатсемпе туллин усă кураççĕ. Нумай сĕт антаракан ĕнесене уйрăм рационпа тăрантарассине йĕркеленĕ. Сĕтри белок, çу хисепне ÿстерес тĕллевпе ятарласа урпа хутăшĕ кÿрсе килеççĕ. Пĕтĕ пушмак пăрусене те уйрăм тăрантараççĕ. Кун йĕркине тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пырассине Александр Волков пĕтĕмпех хăй çине илнĕ. Тĕп зоотехник та, ферма заведующийĕ те, ветеринар та вăл. Кашни ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пыма пĕлĕвĕпе ăсталăхĕ çителĕклĕ унăн. Вăл ятарлă аслă пĕлÿ илнĕ специалист. Владимир Рахмуллин директор Александр Волков ĕçĕпе питĕ кăмăллă пулнине пĕлтерет.
Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессинче дояркăсемпе пăру пăхакансен ячĕсене анчах асăнни çителĕксĕр пулнă пулĕччĕ. Мĕншĕн тесен, лайăх кăтартусене скотниксемпе кĕтÿçĕсем, ытти ĕçченсем пурте пĕрле тăрăшнипе тăваççĕ. Юрий Малышкин, Александр Никитин, Виталий Павлов скотник-кĕтÿçĕсем, Александр Матвеев, Владимир Сергеев, Александр Денисов, Валерий Немцев тĕрлĕ агрегатсене ĕçлеттереççĕ, вĕсене юсассипе тимлеççĕ. Александр Саврасов пушмак пăрусене пăрулаттарма хатĕрленĕ çĕрте тăрăшать.
Тухăçлă ĕçленине кура выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕç укçин калăпăшĕ те пĕчĕк мар. Дояркăсен уйăхри вăтам шалăвĕ 5000-5500 тенкĕрен, фермăри агрегатсене ĕçлеттерекен механизаторсен унтан та ытларах...
Владимир Рахмуллин директор ял çыннисене – уй-хир ĕçченĕсемпе механизаторсене, фермăра тăрăшакансене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе ăшшăн саламлать. Ырлăх-сывлăх, телей, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума сунать. – Малашне те паянхи пекех пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлер, туслăхра – вăй, ăнăçусем – тет вăл...
С.Архипова.