Кубок – Елчĕк шкулĕнче
Йăлана кĕнĕ тăрăх, çамрăк шахматистсем Çĕнĕ çул умĕн ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн кубокĕшĕн кĕрешĕве тухаççĕ. Ăс-хакăлăн çак енĕпе ирттерекен ăмăртăвĕ кашнинех хăйĕн патне йыхравлать.
Кăçалхи финалти ăмăртăва пурĕ 6 команда хутшăнма тивĕçрĕ. Чи малти вырăна тухса Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти çамрăк шахматистсем кубока çĕнсе илчĕç. Кĕçĕн Таяпапа Кушкăри шкулсенче вĕренекенсем призерсем йышне кĕчĕç. Д.Васильев, С.Васильев, Г.Якимов (Елчĕк), И.Гарифуллин (Кушкă), А.Сусликова (Курнавăш) çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Çавăн пекех В.Власов, А.Изосимов, А.Семенов (Кĕçĕн Таяпа), А.Кудряшов (Курнавăш), А.Унгаров, Д.Смирнова (Елчĕк), М.Ляленко (Тĕмер), С.Князев, В.Михеев (Лаш Таяпа), Р.Самигуллин (Кушкă) кăтартăвĕсем те пĕчĕк мар – вĕсем иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. |
"Елчĕк Ен"