Кăсăклă конкурс
“Хĕл Мучи кашни ача патне çитеймест, çавăнпа та хăйĕн пулăшака-нĕсене ытти ачасем патне ярать”, – тетчĕç пире аттесемпе аннесем пĕчĕк чухне. Чăн та, вĕсен сăмахĕсем тĕрĕс иккен. Пĕр ирхине Патреккел шкулне Хĕл Мучин пĕр юлташĕ, “Санти” ООО ертÿçи Юрий Витальевич Александров сарлака михĕпе килсе çитрĕ. Миххи хăйĕнчен пысăк. Унта вара темĕн тĕрлĕ мечĕк те пур. Мĕнле пĕлсе илсе килме пултарнă-ши вĕсене; “Ырă туни ахаль çухалмасть”, – тенĕ ваттисем. Халĕ шкулта çак мечĕксене пĕрре те пушă вырттармаççĕ. Тăхтавсенче вĕсемпе ачасем тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ. Уроксем хыççăн физкультура предметне ертсе пыракан Александр Алексеевич Адюков ăмăртусем ирттерет. Нумаях пулмасть классем хушшинче “Хаваслă стартсем” вăйă-ăмăрту иртрĕ. Вăйăра чи пултаруллисем 2-мĕш, 6-мĕш тата 11-мĕш классем пулчĕç. Ăмăрту та хăйне майлă интереслĕ иртрĕ. Çак мечĕксемсĕр нумай конкурс кăсăклă пулман пулĕччĕ. Ыр кăмăллă, асамлă Хĕл Мучин “шаннă çыннине” эпир тем пысăкăш тав сăмахĕ калатпăр. |