Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ачи ăмăртать, ашшĕ-амăшĕ хавхалантарать

Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ çамрăксенчен чылайăшĕ пысăк çитĕнÿ тунă. Çапах та чи малтан эпир Аслă Ел-чĕкре çуралса ÿснĕ СССР спорт мас-терне Илья Уркина аса илетпĕр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен вĕçĕнче вăл çĕршывра паллă кĕрешÿçĕсенчен пĕри шутланнă, СССР сборнăй командин членĕ пулнă. Олимп вăййисене кайма хатĕрленнĕ. Анчах кавир çинчи тренировка вăхăтĕнче йывăр сусăрланнă, инвалида тухнă, каярахпа пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă.

Аслă Елчĕкре паллă атлета сума суса кашни çулах ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри турнирĕ иртет. Кăçал унта Елчĕксемсĕр пуçне Шупашкар хулинчен, Патăрьелĕнчен килнĕ 140 ытла спортсмен вăй виçрĕ. Хăнасем хăш-пĕр виçесенче икшер спортсмен илсе килнĕ. Елчĕк районĕн чысне Аслă Елчĕк, Елчĕк, Кушкă, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсенче вĕренекенсем хÿтĕлерĕç.

Ăмăртăва чи çăмăл виçеллĕ çамрăк спортсменсем пуçларĕç. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн командинчи Н.Лапшин 24 кг виçере çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Л.Зайцев (Кушкă) тата Д.Александров (Елчĕк) тухрĕç. 28 кг виçере иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсен йышне Кушкă шкулĕнче вĕренекенсем А.Блиновпа З.Юсупов кĕчĕç. 29 кг виçере те Елчĕксем пĕтĕм пьеде-стала йышăнчĕç: Э.Адюков, Р.Чернов (иккĕшĕ те Аслă Елчĕк), Д.Антонов (Кушкă). 32 кг виçере Елчĕкри Н.Уразаев виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Пирĕн çамрăксем А.Мольков (Аслă Елчĕк), П.Зайцев, А.Дергунов, Г.Жуков (Кушкă), Ф.Леонтьев, Н.Кириллов (Çирĕклĕ Шăхаль) хăйсен виçисенче çĕнтерме пултарчĕç. А.Дмитриев, Э.Дергунов, С.Пыркин (Кушкă), В.Майков (Аслă Елчĕк), К.Захаров, Д.Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль), В.Медведев, Д.Васильев (Елчĕк) – иккĕмĕш, З.Захаров, А.Анисимов, А.Егоров, Д.Гурьев, Н.Краснов (Çирĕклĕ Шăхаль), Г.Обручков, И.Лебедев (Аслă Елчĕк), А.Седов, А.Патшин (Елчĕк), Б.Баскаков (Кушкă) виççĕмĕш вырăнсене йышăнма пултарчĕç.

Çитĕннисем 66, 74 кг çитичченхи тата унтан йывăртарах виçесенче вăй виçрĕç. Пуринче те Елчĕк районĕнчи атлетсем палăрчĕç. Акă, 66 кг виçере пĕрремĕш вырăна П.Федоров (Элпуç) тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – П.Алексеев (Элпуç) тата Д.Чернов (Аслă Елчĕк). 74 кг виçере пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Д.Галошев (Кушкă) тата А.Васильев (Елчĕк) пайларĕç. Йывăр виçере Д.Егоровпа (Элпуç) А.Адюков (Аслă Елчĕк) пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Командăсен хушшинче Елчĕк районĕнчи ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем малта. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Патăрьел районĕпе Шупашкар хулин командисем пайларĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Хисеп грамотисем, медальсем, парнесем парса чыс турĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвне çамрăксен ашшĕ-амăшĕсем, ял-йыш йышлăн пырса курчĕç, вĕсене хавхалантарса тăчĕç.



"Елчĕк Ен"
09 января 2008
00:00
Поделиться