Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Салтак службине – контрактпа

Хальхи вăхăтра пирĕн çар чаçĕсем федерацин 2003 çулта йышăннă тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн контракт йĕрки çине куçса пыраççĕ. Çавна май контракт мелĕпе службăна ярасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Паянхи кăларăмра эпир яланах хатĕр тăракан çар чаçĕсенчи служба условийĕсемпе паллаштарасшăн. Кăмăл пулсан, контракт мелĕпе çывăхри хуласенче – Пермь çывăхĕнче вырнаçнă 385-мĕш артиллери полкĕнче, Самар облаçĕнчи 96600-мĕш çар чаçĕнче, Ульяновск хулинчи десантниксен штурмлакан 31-мĕш уйрăм бригадинче службăра тăма пулать. Условисем çителĕклĕ вĕсенче. Контрактниксем хăтлă общежитисенче, пÿлĕмсенче виçшерĕн пурăнаççĕ. Çав пÿлĕмсен уйрăм душевойсем пур, килти пек хăтлă туйма условисем çителĕклĕ. Çар чаçĕсен территорийĕсенче мунчасем те пур. Служба хыççăн тивĕçлĕ канма, савăнма культурăпа кану центрĕсем, спортпа туслисемшĕн спортком- плекссем ĕçлеççĕ. Çар çыннисем çĕнĕ те таса столовăйсенче апатланаççĕ, медпунктсенче сывлăхĕсене тĕрĕслеттерсех тăраççĕ.

Ĕç укçи те сахал мар контракт мелĕпе службăра тăракансен. Çар званине, тариф разрядне тата служба çулне кура укçа-тенкĕ тата та хушăнать. Кунсăр пуçне тата тĕрлĕрен хушма тÿлевсем пур: апат-çимĕç компенсацийĕ, уйăхсерен хавхалантаракан укçа-тенкĕ тата ытти те.

Çаксене пурне те пĕрле хушсан вара аслă сержант званиллĕ çар çынни алла уйăхсерен 10539, 31 тенкĕ илет. Çулталăк вĕçĕнче паракан премисене хушсан вара çак сумма çулталăкра 140706, 48 тенкĕпе танлашать.

Тата пысăкрах укçа-тенкĕ ĕçлесе илме кăмăл тăвакансене вара Елчĕк районĕн çар комиссариачĕ чикĕ сыхлакан çар чаçĕсене ярать (хальхи вăхăтра нарядсем пур). Вĕсенче ĕç укçи – 25-30 пин тенкĕпе танлашать.

Кĕрхи призывра аслă пĕлÿ илнĕ çамрăксем валли те ырă хыпар пур. Вĕсем призывпа службăра тăрас вырăнне контракт службине суйласа илме пултараççĕ. Ку чухне салтаксем маларах асăннă пур çăмăллăхсемпе те усă кураççĕ. Служба вырăнне те хăйсен суйласа илме ирĕк пур. Тăван вырăнтан çывăхра службăра тăрас кăмăллисем Ульяновск хулине суйласа илме пултараççĕ.

Тĕплĕнрех пĕлес текенсене Елчĕкри çар комиссариатне, 4-мĕш пÿлĕме пыма сĕнетпĕр, е 2-16-45, 2-13-03 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлме пулать.



"Елчĕк Ен"
26 декабря 2007
00:00
Поделиться