Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ырă ĕçсен пĕрремĕш утăмĕсем

         Юн кун районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, федерацин налук службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин çумĕ О.Никина, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Г.Степанов хутшăнчĕç.

        Шупашкартан килнĕ представительсем Аслă Елчĕк, Аслă Таяпа, Курнавăш ял тăрăхĕнчи ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç. Пĕрлехи информаци кунĕн теми Чăваш Республикин Президенчĕн Ырă ĕçсен çулталăкĕ тата Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕн итогĕсем çинчен пулчĕ.

Федерацин налук службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин çумĕ О.Никина, райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Г.Анисимова, Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Малов, милицин участокри уполномоченнăйĕ С.Шаурбин Шуршу ял çыннисемпе тĕл пулчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Малов пухăннисене Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕн итогĕсемпе паллаштарчĕ. Шуршура суйлав лайăх иртнĕ. Унта ял тăрăхĕнчи суйлавçăсен 92 проценчĕ хутшăннă, Шуршура – 95 процент. Ку тăрăхри халăхăн 79 проценчĕ “Единая Россия” партишĕн хăйсен сассисене панă. Шуршура çĕршыв Президенчĕн курсне суйлавçăсен 86 проценчĕ ырланине палăртнă.

Çитес çул, пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, Ырă ĕçсен çулталăкĕ иртет. Федераци налук службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи А.Дергачев ыйтнипе унăн çумĕ О.Никина Шуршу тата Чăваш Тăрăм клубĕсене музыка центрĕ – DVD караоке парнелерĕ. Шуршусене хăйĕн ентешĕнчен парне илме шутсăр кăмăллă пулчĕ. Çакна та палăртмалла, Аркадий Аверкиевич тăван ял çыннисене манмасть, вĕсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăрать, май килнĕ таран пулăшу аллине тăсать. Шуршусемпе Чăваш Тăрăмĕсене Чăваш Республикин Президенчĕн ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен Указĕ те, парне те питĕ хавхалантарать.

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Г.Степанов Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче профилактика канашĕн вырăна тухса ирттернĕ ларăвне хутшăнчĕ. Шупашкар хăни тата район пуçлăхĕн çумĕ И.Кузнецов ырă ĕçсен çулталăкĕ çинчен чарăнса тăчĕç.



"Елчĕк Ен"
26 декабря 2007
00:00
Поделиться