Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Суйлав программи паллă

Раштавăн 17-мĕшĕнче “Единая Россия” партин Мускавра иртнĕ саккăрмĕш съездĕнче делегатсем çитес çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче çĕршыв ертÿçине суйлама РФ пĕрремĕш вице-премьерĕн Д.Медведевăн кандидатурине сĕнни, съезда хутшăннисем çак сĕнĕве пурте пĕр шухăшлăн ырлани çинчен пĕлтернĕччĕ. Ун чухне çĕршывăн хальхи Президенчĕ В.Путин енчен те Дмитрий Ана- тольевича çитес çулхи суйлавра Раççей Президенчĕ пулма шансан хăй Правительство председателĕ пулма килĕшесси çинчен пĕлтернĕ.

Съезд ĕçне Чăваш Республикин Президенчĕ, “Единая Россия” партин Аслă Канашĕн членĕ Н.Федоров хутшăннă. Республика делегацийĕн йышĕнче – “Единая Россия” партин регион политканашĕн секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.Михайловский, партин Шупашкар хула политканашĕн секретарĕ, хула мэрĕ Н.Емельянов, парти членĕсем – “Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ” АУО тĕп директорĕ В.Свешников, партин Елчĕк районĕнчи политканашĕн секретарĕ, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Е.Михайлова. Съезд ĕçне хăна шучĕпе хутшăнма çавăн пекех партин Тĕп Канашĕн членне, “Промтрактор” АУО рабочине В.Романова, партин республика Патшалăх Канашĕнчи фракци ертÿçине В.Мидукова, регион ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçине Г. Николаевăна, Патăрьел районĕнчи “Малалла” ял хуçалăх предприяти ертÿçине М.Петрова чĕннĕ.

Съезд Раççей Президенчĕн кандидатурине сĕннипе тата ăна çирĕплетнипе пĕрле Аслă Канашăн тата Тĕп Канашăн йышне çĕнĕ çынсене, парти Уставне хушăмсем кĕртнĕ, 2008 çулхи Президент суйлавне хутшăнмалли Программăна çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне делегатсем парти председательне Борис Грызлова Патшалăх Думин пиллĕкмĕш суйлаври Думăн председателĕ тата “Единая Россия” партин Думăри фракци ертÿçи пулма сĕннине йышăннă.



"Елчĕк Ен"
22 декабря 2007
00:00
Поделиться