Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çурт çавăрма – патшалăх пулăшăвĕ

“Пурăнмалли çурт-йĕр” тĕллевлĕ программăн “Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси” çумпрограмма районта ăнăçлăн пурнăçа кĕрсе пырать. Çак çумпрограммăпа районти чылай çамрăк çемье усă курма пултарчĕ, вĕсен шутĕнче – Кĕçĕн Таяпари Александрпа Наталия Павловсен çемйи. 314 пин тенкĕ субсиди, ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕ çамрăксене кĕске вăхăтрах кермен евĕр çурт çĕклессинче пысăк çăмăллăх кÿчĕç.

Павловсем хальлĕхе çĕнĕ çурта куçайман-ха, Сашăн ашшĕпе амăшĕн килĕнче пурăнаççĕ. Çĕнĕ пÿрте штукатурка тунă, ăшăтмалли системăна хута янă, çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. Халĕ шалта пурнăçламалли вак-тĕвек ĕçсем юлнă.

“Раççей гражданĕсене – туянма май пур тата хăтлă çурт-йĕр” наци проекчĕ ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пынинче Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Президенчĕсен тÿпи пысăк. Çурт-йĕр çавăрнă чух пысăк пулăшупа усă курма май туса панăшăн вĕсене, район пуçлăхне, ял тăрăхĕн пуçлă-хĕпе специалисчĕсене, райадминистрацин специалисчĕсене пысăк тав сăмахĕ калас килет”, – палăртать кăмăллăн А.Павлов.



"Елчĕк Ен"
22 декабря 2007
00:00
Поделиться