Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йĕркене пăхăнар

Çул-йĕр йĕркине пăсакансенне час-часах водитель удостоверенийĕсене туртса илеççĕ. Чÿк уйăхĕнче çеç руль умне ÿсĕрле ларнăшăн районти Ю.Н.Московский (Елчĕк), Н.Г.Яковлев (Яманчÿрел), В.В.Иванов, А.П.Иванов (Элекçей Тимеш), В.И.Доброхотов (Патреккел), А.В.Щербаков, В.М.Крылов (Тип Тимеш), А.И.Чернов (Аслă Елчĕк) водительсем айăпа кĕнĕ.

Водительсем удостоверенирен тĕрлĕ сăлтава пула уйрăлаççĕ: руль умне ÿсĕр ларнăшăн, çулсене уйăракан йăрăм урлă каçса хирĕç çул çине тухса çаврăнсан е сулахаялла пăрăннăшăн, е умри чăрмавран иртнĕшĕн, çулсене уйăракан йăрăм урлă каçса хирĕç çул çине тухнăшăн, хăвăртлăха ятарлă виçерен 40-60 çухрăм чухлĕ ÿстернĕшĕн, ÿсĕр е ÿсĕр маррине ĕнентерме медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма хирĕçленĕшĕн. Водительсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшмен тĕслĕхсем ытларах район тулашĕнче пулса иртеççĕ.

Çавăнпа та манăн водительсене çул çинче тимлĕ пулма, саккуна кирек хăçан та, кирек ăçта та пăхăнма ыйтас килет.



"Елчĕк Ен"
17 декабря 2007
00:00
Поделиться