Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Халăхпа канашлатпăр

Çулталăк вĕçленесси нумай юлмарĕ, çавна май тунă ĕçсене пĕтĕмлетме, унпа пĕрлех çĕнĕ çулхи тĕллевсене палăртма та вăхăт.

Ял тăрăхĕн территорийĕнче пурнăçланă чи пысăк ĕç вăл – çул сарни. Тип Тимеш ялĕнчен Канаш-Елчĕк тĕп çул çине çитиччен 2 çухрăм асфальт çул сарас тĕллеве ăнăçлă пурнăçлама пултартăмăр. Хĕрлĕçырпа Тăрмăш ялĕсене те асфальтлă çулпа çыхăнтарма май килчĕ. Вĕсенче пурăнакансем нумай çул кĕтнине, ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртессинче В.Скворцов ертсе пыракан ДПМК “Яльчикская” производство кооперативĕнче, “Дорсервис” ОООра ĕçлекенсем нумай тăрăшнине палăртатпăр.

Çавăн пекех Хĕрлĕçырти Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă палăк йĕри-тавра тытнă картана çĕнетнине, тĕслĕх библиотекине хута янине те асăнса хăварма кăмăллă. Библиотека тата клуб ĕçченĕсем хăйсен вăйĕпе юсав ĕçĕсене пурнăçларĕç. “Урожай” ООО директорĕ В.Кузнецов, З.Тихонова пысăк пулăшу пачĕç.

Тăрăм ял тăрăхне кĕрекен ытти ялсенче те улшăнусем пулса иртрĕç. Тип Тимешри кивĕ, юхăннă фельдшер пунктне ял клубĕн-чи пысăк пÿлĕме куçартăмăр. Малтан, паллах, ăна тĕпрен юсамалла пулчĕ. Çак ĕçсем ял халăхĕ тăрăшнипе тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов пулăшнипе пурнăçланчĕç.

Ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем ялсене тирпей-илем кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кашни ялта каяшсене хумалли вырăна палăртнă. Уйăхăн кашни юлашки кĕçнерни кунĕнче вырăна тухса халăхпа тĕл пулатпăр. Субботниксем йĕркелетпĕр. Юлашки вăхăтра ялсенчи масарсене пăхса тăрасси çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр: çуркунне çÿп-çапран тасататпăр, çулталăк тăршшĕпех картасене, масар çурчĕсене пăхса тăратпăр. Тăрмăш, Тип Тимеш, Анатри Тимеш, Тăрăм ялĕсенче пурăнакансем тăрăшнипе çу кунĕсенче картасене, масар çурчĕсене юсарăмăр.

Пĕчĕк ял уявĕсене – халăха пĕрлештерекен уявсене йĕркелесе ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Анатри Тимеш тата Тип Тимеш ялĕсенче вăл уйрăмах хаваслă иртет. Клуб ĕçченĕсем – Н.Егорова, С.Кривова, В.Захаров çак уявсене кирлĕ шайра йĕркелес тесе пĕтĕм вăя хураççĕ.

Тăрăмри икĕ çĕнĕ урамри çуртсене электричество кĕртнĕ.

Çак ĕçсене пурнăçлама пире ялсенчи мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă çынсем пулăшса пыраççĕ: ял старостисем – Хĕрлĕçырти А.Смирнова, Тăрăмри В.Кириллов, Тăрмăшри В.Порфирьев, Анатри Тимешри Н.Полиевтов, Тăрăмри ял масарне пăхса тăракан В.Сергеев, хĕрарăмсен канашĕн пултаруллă ертÿçисем – В.Петрова, Е.Карпова, С.Кривова, З.Тихонова, вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн председателĕ П.Михайлов, Кипеçри шыв башнине пăхса тăракан Л.Никитин, вырăнти депутатсен председателĕн çумĕ В.Щербаков.

“Рассвет” ЯХПК ертÿçине Ю.Мясникова, фермер (хресчен) хуçалăхĕсен ертÿçисене О.Гавриловпа А.Соловьева, “Роса” кооператив ертÿçине В.Афансьева пулăшу пама май тупнăшăн тав тăватпăр.



"Елчĕк Ен"
17 декабря 2007
00:00
Поделиться