Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Е.Ярославлева палăрнă

Мускав хулинче армспорт енĕпе Тĕп федераллă округăн уçă чемпионачĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин команди иккĕмĕш вырăна тухнă.

Республика команди йышĕнче Кĕçĕн Таяпа хĕрĕ, халĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки Елена Ярославлева палăрнă. Вăл 55 кг яхăн виçере 19 спортсмен хушшинче чемпион ятне çĕнсе илнĕ, Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарнă. Çĕршывăн тĕп хулине кайиччен вăл Чăваш Республикин кубокне 52 кг виçере çĕнсе илнĕ. Абсолютлă виçере хăйĕнчен 20 кг ытла йывăртарах атлета выляса ярса иккĕмĕш вырăна тухнă.



"Елчĕк Ен"
17 декабря 2007
00:00
Поделиться