Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Профиль вĕрентĕвĕ çине таянса

Юлашки çулсенче вĕрентÿ тытăмĕнче самаях пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. “Çĕнĕ шкул” программăпа килĕшÿллĕн кашни ял ачине ăшă та çутă, илемлĕ те пуян шкулта вĕренме, аслă категориллĕ учительсем патĕнче пĕлĕвĕсене тарăнлатма, кăмăла каякан профиль класне суйласа илме майсем пулса тăчĕç. Апла пулсан, паян ялта вĕренекен хулари шкул ачинчен нимпе те кая мар пулмалла.

Курнавăш шкулĕ – вĕрентÿ тытăмĕнчи тĕлĕнмелле улшăнусен тĕслĕхĕ. 2006 çулта 1 миллион тенкĕлĕх Гранта ти-вĕçни шкула çĕнĕ сĕтел-пуканпа, интерактивлă оборудованипе пуянлатма май пачĕ. Мĕн пултарнине пĕтĕмпех кăтартма, тĕрлĕ енлĕ аталанма, çĕнĕрен çĕннине пĕлме, алла илме пĕтĕм условисем пур. Вĕрентекенсем хăйсен ĕçне-хĕлне паянхи пурнăç ыйтнă пек йĕркелесе пыраççĕ, вĕсем ачасене ирĕклĕ те пур енлĕ аталанма пулăшас тесе çĕнĕ технологипе анлă усă кураççĕ. Класс ертÿçисем педагогика витĕмĕн принципĕсене калăплас тĕллевпе воспитани меслечĕсемпе мелĕсене ачасен кăмăлне шута хурса суйласа илеççĕ. Ахальтен-и пирĕн коллективра республика шайĕнчи “Чи лайăх класс ертÿçи” конкурсăн икĕ çĕнтерÿçи, 100 пин тенкĕлĕх Гранта илме пултарнă 5 учитель, Чăваш Республикин “Çулталăк учителĕ-2007” конкурс лауреачĕ.

Пирĕн шкул – районти икĕ ресурс центрĕнчен пĕри. Кунта 30 ытла ялтан 221 ача вĕренет. Аякри ялсенче пурăнакан 23 ача шкул çумĕнчи интернатра пурăнать, 29 ачана кашни кун шкул автобусĕ турттарать. Шкулăн вĕрентÿ программинче çĕнĕлĕхсем нумай. Кĕçĕн класра вĕренекенсем 2-мĕш класранах акăлчан чĕлхи, 3-мĕш класран информатика предмечĕсене вĕренеççĕ. 9-мĕш класра вĕренекенсемшĕн аслă класра профиль майĕпе вĕренме, çул-йĕре суйласа илме пулăшакан ятарлă курссем: физикăпа математика, социаллă экономика тата агротехнологи. Унсăр пуçне кăмăла каякан ятарлă майпа пĕлĕве тарăнлатма май пур. Кăçал 52 ача 11-мĕш класа профиллĕ майпа пĕтерет. Физикăпа математика, обществознанипе хими предмечĕсене вĕсем тарăннăн вĕренсе тухĕç. Агротехнологи профилĕпе вĕренекенсем вара тракторпа автомобиль водителĕсен тата повар свидетельствисене алла илме пултарĕç.

Тĕрлĕ конкурссене, олимпиа-дăсене, проектсене, конференцисене шкулта йĕркелесе ирттересси, район, республика тата пĕтĕм тĕнче шайĕнче хутшăнасси çулран-çул вăй илсе пырать. Чÿк уйăхĕнче район 80 çул тултарнине халалласа “Горжусь своим селом” мультимедиллĕ презентацисен конкурсĕ иртрĕ. Денис Кудряшов, Лена Николаева, Анна Корнилова хатĕрленĕ тĕпчев ĕçĕсем Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

Халĕ районта предмет олимпиадисем пыраççĕ. Хальлĕхе пилĕк предмет олимпиадин пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Курнавăшра вĕренекенсем 10 призлă вырăн илме пултарчĕç, улттăшĕ – пĕрремĕш вырăн. Коля Семенов – физкультура (хатĕрлекенĕ А.С.Константинов), право (хатĕрлекенĕ А.В.Лакачов), Алеша Кузнецов – информатика тата политтехника, Анна Корнилова, Саша Веков – информатика (хатĕрлекенĕ А.Н.Ефимова), Оля Михайлова – вырăс чĕлхи (хатĕрлекенĕ Р.В.Димитриева), Надя Смирнова, Коля Атаманов, Настя Медведева – физкультура предмет олимпиадисенче малти вырăнсене тивĕç пулчĕç. Республика шайĕпе дистанци (Интернет урлă) мелĕпе иртекен олимпиадăна 36 вĕренекен хутшăнма кăмăл турĕ. Пĕрремĕш тапхăр хуравĕсене раштав уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне Шупашкар хулинчи çĕнĕ технологисен центрне çитернĕ ĕнтĕ, иккĕмĕш тапхăрти ыйтусем çине хуравлама хатĕрленесси хĕрсе пырать. Шкул йăли-йĕркине кĕнĕ пĕтĕм тĕнчипе иртекен вăйă-конкурссем: “Русский медвежонок”, “Кенгуру”, “Золотое Руно”, “Чувашская ласточка”, “Инфознайка” тата ытти те.

Вĕрентекенсемпе вĕренекенсен пĕрлехи тĕллевĕ – пĕлÿ тĕнчи тăрăх малалла çирĕп утăмсемпе утасси, кашни вĕренекенĕн тата вĕрентекенĕн пултарулăхне туллин уçса парасси, пурнăçа илемлĕрех те интереслĕрех тăвасси. Çакăн пек ырă та творчествăлла лару-тăрура ĕçлеме те, вĕренме те лайăх.



"Елчĕк Ен"
15 декабря 2007
00:00
Поделиться