Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Витĕмлĕ вăй

Шăпах 15 çул каялла федераци казначействин органĕсен пĕрлехлĕ тытăмне йĕркеленĕ. 1992 çулта Раççейри финанс тытăмĕнче лару-тăру çăмăлах пулман. Йывăрлăха сирсе ярас, патшалăхăн пĕрлехи бюджет политикине тытса пырас, Раççей Федерацийĕн бюджетне пурнăçланă чухне тупăшсемпе тăкаксене тĕрĕс йĕркелесе пырас, тĕллевлĕ программăсене пурнăçлассине хă- вăртлатас, укçа-тенкĕпе туллин усă курас тĕллевпе йĕркеленĕ те çак тытăма.

15 çул юбилей мар пулин те, казначейство тытăмĕн кун-çулĕ, çитĕнĕвĕсемпе йывăрлăхсем пирки чарăнса тăни вырăнлă пулĕ тесе шутлатăп. Çакăнтах хамăр ĕç-хĕле халăха пĕлтерни те пулĕ.

Бюджет процесне улăштарни налук шутне кĕмен тупăшсене шута илес тата вĕсене тĕрĕслесе тăрас енĕпе çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме хистерĕ. Тĕрлĕ шайран кĕрекен укçа-тенкĕн администраторĕсене палăртнă. Федераци шайĕнчи администраторсене федераци бюджечĕ çинчен калакан федераци саккунĕсемпе, республика, муниципалитет шайĕсенчисене Чăваш Республикин саккунĕсемпе, муниципалитет йĕркеленĕвĕн представительлĕ органĕсен право акчĕсемпе йĕркелесе пыраççĕ. “Кĕрекен укçа-тенкĕ администраторĕ” ăнланăвпа бюджетăн çĕнĕ классификацине ĕçе кĕртнĕренпе, 2005 çултанпа усă кураççĕ. Ĕç-хĕле ăнăçлă йĕркелес тесен, пысăк оперативлăх кирлĕ. Çакна шута илсе, информаципе ĕçлессинче электронлă майпа усă курасси çине куçрăмăр.

Патшалăх экономикине аталантарассинче общество укçа-тенкипе мĕнле усă курни паллă вырăн йышăнать. Кунта казначействăн пĕрлехи счетне йĕркелени лайăх пулчĕ. Ăна пурнăçа кĕртни укçа-тенкĕне кирлĕ çĕре хăвăрт яма май парать. Çак тытăма йĕркелени 2000 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен казначейство технологийĕсене аталанма, федераци бюджечĕн укçи-тенкине шута илессине çĕнетме пулăшрĕ.

Пытарма кирлĕ мар, федераци казначействин тупăшсемпе тăкаксен пĕрлехи счечĕсене ĕçе кĕртме маларах пуçăннă регионсенчен пĕри – пирĕн республика. Хальхи вăхăтра çак тытăмпа федерацин пĕтĕм территорийĕнче усă кураççĕ. Укçа-тенкĕ пĕр-пĕр тĕллевпе кирлĕ – заявкăсене маларах йышăнатпăр, укçа-тенке вăхăтлă куçарса паратпăр.

Казначействăн пĕрлехи счетне йĕркеленине пула ĕç хă- вăртлăхĕ ÿсрĕ. Мĕнре-ха çак тытăмăн çĕнĕлĕхĕ;

Чи малтанах, пурнăçланă ĕçшĕн тÿлев вăхăчĕ çитиччен пĕр кун маларах клиентсенчен тÿлев порученийĕсене е ытти документсене йышăнатпăр, унтан вĕсене тÿлемелли майсене палăртатпăр, документсене тĕрĕслетпĕр. Çакăн хыççăн уйрăмра ĕçлекенсем федераци казначействине тăратма заявка хатĕрлеççĕ, ăна управленине ярса параççĕ. Укçа-тенкĕ уйăрнă хыççăн уйрăмра касса операцине ирттереççĕ. Пĕтĕм ĕçе пĕр кунта пурнăçлама май пур. Çакă ĕнтĕ оперативлăха ÿстерет.

Федераци казначействин Чăваш Республикин управленийĕн районти уйрăмĕнче 14 çын ĕçлет, вĕсенчен 12-шĕ – патшалăх служащийĕ. Кашни специалист хăйĕн ĕçне пĕлсе, туллин пурнăçлать. Ĕçне кура – хисепĕ. Ĕçлекенсем нумайăшĕ федераци казначействин Чăваш Республикинчи управленийĕн Хисеп грамотисене, “Финанс ĕçĕн отличникĕ” паллăсене тивĕçнĕ.

Кăçалхи 11 уйăхра бюджетран укçа илекенсен уйрăмра уçнă лицевой счечĕсем урлă 21317 пин тенкĕ куçарнă, касса тăкакĕсем 18393 пин тенкĕпе танлашнă. Çамрăк çемьесене çурт-йĕр çавăрма е туянма 1009 пин тенкĕ, çамрăк специалистсене пурăнмалли условисене лайăхлатма, çурт-йĕр тума 920 пин тенкĕ, вĕрентĕвĕн инноваци программисене пурнăçа кĕртме 1 миллион тенкĕ, вĕрентĕве çĕнетмелли комплекслă мерăсене пурнăçлама 2116 пин тенкĕ уйăрнă.

Уйрăмра тăрăшакансене уяв ячĕпе саламлатăп. Сире тата çемйĕрсене çирĕп сывлăх сунатăп. Пултарулăх патне ăнтăлни яланах сирĕнпе пĕрле пултăр, вăл малалла аталанма тата патшалăх финанс тытăмне çирĕплетме çул уçсах пытăр. Телей те ырлăх сире!



"Елчĕк Ен"
11 декабря 2007
00:00
Поделиться