Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кавир хуçисем çĕнтернĕ

Афган вăрçинче пуç хунă А.Патшина асăнса Аслă Елчĕкре кашни çулах чăваш кĕрешÿ ме-лĕпе ăмăрту иртет. Унта хамăр район спортсменĕсем кăна мар, кÿршĕ облаçсенче пурăнакан спортсменсем те хутшăнаççĕ. Кăçалхи ăмăртăва, акă, Тутарстанран, Ульяновск облаçĕнчен, Патăрьел районĕнчен, Шупашкартан кĕрешÿçĕсем килнĕ.

Чăваш кĕрешÿ мелĕпе вăй виçме ытларах шкул ачисем пуçтарăннă. Турнира та чи кĕçĕн çулсенчи ачасем пуçларĕç. Аслă Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Родион Чернов эрне маларах ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен районти ăмăртă-вĕнче çĕнтернĕччĕ. Хальхинче те вăл 26 кг виçере чи вăйли пулни палăрчĕ. Унпа пĕр шкулта вĕренекен Антон Долгов – иккĕмĕш, Зульфет Юнусов (Кушкă) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

30, 35 кг виçесенче Григорий Иванов, Роман Галимов (иккĕшĕ те Кушкă) – иккĕмĕш, 40 кг виçере Геннадий Обручков (Аслă Елчĕк) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Çĕнтерÿçĕсен ятне вара хăнасем çĕнсе илчĕç.

45 кг виçере пĕтĕм пьедестала Елчĕк районĕн атлечĕсем йышăнчĕç: Борис Баскаков (Кушкă), Александр Седов (Аслă Елчĕк) тата Павел Зайцев (Кушкă). 50 кг виçере Кушкă шкулĕнче вĕренекен Эдуард Дергунов чи вăйли пулчĕ.

50 кг йывăртарах виçере малти виçĕ вырăна Григорий Жуков (Кушкă), Дмитрий Волков (Аслă Елчĕк), Денис Зайцев (Кушкă) йышăнчĕç. 70 кг виçере те Аслă Елчĕксем палăрчĕç: Дмитрий Обручков тата Дмитрий Архилин.

Çитĕннисен ушкăнĕнче Елчĕксем виçĕ виçере çитĕнÿ турĕç. Алексей Васильев (Елчĕк) 60 кг виçере çĕнтерчĕ. 66 кг виçере Дмитрий Васильев, Вадим Медведев (Елчĕк), Андрей Чернов (Аслă Елчĕк) мала тухрĕç. 73 кг виçере Андрей Адюков (Аслă Елчĕк) тата Алексей Михайлов (Елчĕк) пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Елчĕк районĕнчи чăваш кĕрешĕвне юратакансем командăсен тупăшăвĕнче çĕнтерчĕç.



"Елчĕк Ен"
11 декабря 2007
00:00
Поделиться