Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çын ĕçпе илемлĕ

Ĕнел ĕлĕкрен ал ĕç ăстисем нумай пулнипе палăрнă. Манăн асаттесем – Петровсем атă-пушмак çĕленĕ. Халĕ те тем тĕрлĕ калăпсем, пушмак тĕпне çапмалли хатĕрсем маччара упранаççĕ. Жирновсем, Моисеевсем, Охотинсем çĕлĕк, тапочки çĕленĕ. Кивĕ лавкка тăрринче артель те пулнă иккен ялта.

Халĕ те алă ăстисем сахал мар. Акă, Зинаида Ефремовăнах илер. Унăн килне пырса кĕрсессĕн тĕрĕ музейне лекнĕ пекех туятăн. Пурте хăй вырăнĕнче, тирпейлĕ. Мĕнле тĕрĕ çеç çук-ши кунта;

– Хамăн пурнăçăмра минтер пичĕ çеç 32 тĕрлерĕм, ыттисене каласа та пĕтереймĕн, – тет Зинаида Ильинична.

Хĕрĕх çул фермăра вăй хунă вăл. Халĕ тивĕçлĕ канура. Пенсире пулсан та, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать.

– Пушă вăхăт сахал ял çыннин. Хуçалăхри ĕçсене пурнăçласа пĕтерсенех тĕрĕ тĕрлеме лараттăм. Пĕр-икĕ çулçă тĕрлес-ха теттĕм, çур çĕр çитетчĕ ним сисĕнмесĕр. Ир-ирех вара фермăна васкамаллаччĕ, – пĕлтерет пенсионерка.

Ĕлĕк ял лавккинче илемлĕ япаласем туянма йывăртарах пулнине пурте ас тăватпăр. Пусма-тавар, кавирсем пирки калаçма та кирлĕ мар. Ял хĕрарăмĕ вара кил-çуртне тĕрĕ çакса илемлетнĕ. Мăн кунра кашни килтех епле хăтлăччĕ.

Зина аппа ал ĕç выставкисене нумай хутшăннă. Ылтăн алăллă хĕрарăм парнесене, Хисеп хучĕсене те сахал мар тивĕçнĕ. Халĕ те пенсионерка ал ĕç куравĕсене хаваспах хутшăнать. Ялти клубра Амăшĕсен, суйлав кунĕсенче тĕрĕ выставки йĕркелерĕмĕр. Зинаида Ефремова кунта пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çавăн пекех Н.Яковлева, Т.Ефимова та пултаруллă пулнипе палăрчĕç. Ăста хĕр-арăмсене Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан С.Мартынова Тав хучĕпе чысларĕ.

Куравран шкул ачисем те аякка пăрăнмарĕç. Уйрăмах 8-мĕш класра вĕренекен Т.Остроумова ĕçĕсем куракансене питĕ килĕшрĕç.

“Çын ĕçпе илемлĕ”, – теççĕ ваттисем. Чăнах та, çапла. Çак маларах аса илнĕ хĕрарăмсем пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.



"Елчĕк Ен"
11 декабря 2007
00:00
Поделиться