Халăх суйлава хаваспа хутшăнчĕ
1106-мĕш суйлав участокĕнчи списока 219 суйлавçăна кĕртнĕ. Вĕсенчен 208-шĕ (95 процент) суйлава хутшăннă. Çак йышран тăххăрăшĕ сывлăхĕ япăххине пула клуба пырса суйлайманнине пĕлтернĕ. Комисси членĕсем ватăсемпе инвалидсене килĕсене кайса суйлаттарнă.
208 суйлавçăран 159-шĕ хăйсен сассисене “Единая Россия” партишĕн панă. Çавăн пекех “Справедливая Россия: Родина ŸПенсионерыŸ Жизнь” партишĕн 20 çын, “Коммунистическая партия Российской Федерации” партишĕн 12 çын, “Либерально-демократическая партия России” партишĕн 11, “Демократическая партия России”, “Гражданская Сила”, “Российская объединенная демократическая партия “Яблоко” партисемшĕн пĕрер çын сасăланă, тĕрĕс мар бюллетеньсем – 2.
Суйлав участокĕ çутă та таса, музыка кĕрлет. Кунтах кавирсен, ÿкерчĕксен выставкисем йĕркеленĕ. Фойере сĕтел лартнă. Суйлавçăсене сăмаварти чейпе, пылпа сăйлаççĕ.
– Халиччен кун пекки пулман. Пире, ватăсене, ывăнни çинчен ларса канма питĕ меллĕ. Тавтапуçах, – тет 70 урлă каçнă Ф.Лебедева.
Калас пулать, ялти чи ватă хĕрарăм – 90 çултан иртнĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕ Н.Смирнова патак çине таянса суйлав участокне хăйех çитнĕ.
– Кашнийĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламалла, – тет вăл çирĕппĕн.
Тип Тимеш. Клубра иртенпех илемлĕ юрă янăрать. Стенасем çинче ялти ылтăн алăллă хĕрарăмсен ал ĕç выставкине йĕркеленĕ. Кавирсем пĕринчен тепри хитре, чĕрĕ чечек çеçки тейĕн. Рамкăна чикнĕ тĕрĕсем те хăйне евĕрлĕ илĕртÿллĕ. Сакăр сехет çитсен суйлав участокĕн председателĕ Н.Егорова РФ Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕ пуçланни çинчен пĕлтерчĕ. Алла пĕрремĕш бюллетень Н.Алексеев илнĕ. Ăна парне – Елчĕк районĕн кĕске энциклопедийĕ. Çапла суйлава хутшăнакан 100-мĕш суйлавçăна та парне тивĕçнĕ. Çавăн пекех ялти чи ватă çынна – К.Архиповăна, ăна чирлĕ пирки комисси членĕсем килне кайса сасăлаттарнă, кĕнеке парнеленĕ.
Участокри списока 212 суйлавçăна кĕртнĕ. Вĕсенчен 201-шĕ суйлава хутшăннă. Участокри 169 суйлавçă хăйсен сассисене “Единая Россия” партишĕн панă.