Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Грипран сыхланар

Грипп – хăвăрт пуçланакан инфекци чирĕ, ăна вирус пуçарать. Чир ватă çынсемпе ачасен уйрăмах йывăрпа иртет, шала кайма пултарать, çын пурнăçĕ умне хăрушлăх кăларса тăратать.

Гриппа ытларах кĕркунне-хĕлле чирлеççĕ. Вăл кĕтмен çĕртен, ÿт-пÿ температури 38-39 градуса çити çĕкленнипе пуçланать, пуç, мыщцăсемпе сыпăсем ыратаççĕ, вăй-хал пĕтет. Унтан типĕ ÿслĕк пуçланать, сунаслаттарать, пыр ыратать, куççуль юхать. Паллах, кун пек чухне харпăр хăй тĕллĕн сипленмелле мар. Чирлисен участок врачне киле чĕнмелле. Тухтăр сăнаса тăнипе чир çăмăллăнах иртĕ тата шала каймĕ. Грипран сыхланса тĕрлĕ препаратсемпе усă курма пулать. Юлашки вăхăтра анаферон, гриппферон, арбидол, афлубин, иммунал препаратсемпе усă курма пуçларăмăр.

Грипа хирĕç кĕрешсе юлашки çулсенче вакцинăсемпе анлă усă кураççĕ. Çакă чиртен сыхланмалли чи лайăх меслетсенчен пĕри. Хальхи вăхăтра хамăр, ют çĕршывсенче туса кăларнă вакцинăсем темĕн тĕрли те пур. Прививкăна чи малтан ачасене, халăхпа тачă ĕçлекенсене, 60 çултан аслăрах çынсене тумалла. Хальхи вăхăтра пирĕн районта ачасене грипран прививка тăвас ĕç пырать. Вакцинацие вăхăтлă пурнăçласан гриппа чирлесрен сыхланма пулатех. Çапла майпа çак чир анлă сарăласран сыхланма пултаратпăр.

Грипран сыхланнă чухне ыхрапа сухан çинчен те манмалла мар. Çавăн пекех палан çырлине, кишĕр сокне пылпа ĕçни вăй-хала çĕнетме пулăшать.

 



"Елчĕк Ен"
05 декабря 2007
00:00
Поделиться