Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Елчĕк ен» хаçат парнисемшĕн

“Елчĕк ен” хаçат редакцийĕ кашни çулах çăмăл атлетсем тата кире пуканĕ йăтакансем хушшинче ăмăртусем йĕркелет. Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче Елчĕкри ачасемпе çамрăксен шкулĕн спорт залне кире пуканĕ йăтакансем пуçтарăнчĕç. Вĕсем “Елчĕк ен” хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн саккăрмĕш ăмăртăвĕнче вăй виçрĕç.

Çак кун районта тата икĕ спорт мероприятийĕ – Аслă Елчĕкре чăваш кĕрешÿçисен уçă турнирĕ, Елчĕкри вăтам шкулта шкул ачисен физкультура олимпиади иртнĕрен участниксен йышĕ пĕлтĕрхинчен сахалтарах пулчĕ. Анчах помост çинчи тупăшу хĕрÿ пычĕ.

Ăмăртăва пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи хĕрсем пуçларĕç. Вĕсем 16 кг кире пуканне сулахай тата сылтăм алăсемпе сулласа йăтрĕç. 60 кг çитичченхи виçере нумай ăмăртусенче палăрнă Вера Купташкина (Çирĕклĕ Шăхаль) ыттисенчен чылай нумайрах – 97 очко пуçтарчĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене В.Николаева (Елчĕк), Т.Мартышкина (Курнавăш) пайларĕç.

70 кг çитичченхи виçере те Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи Виктория Купташкина палăрчĕ. Е.Гаврилова (Курнавăш) – иккĕмĕш вырăнта. 70 кг йывăртарах виçере Е.Еремеева (Кивĕ Эйпеç) çĕнтерчĕ. Пъедесталăн иккĕмĕш картлашки çине А.Александрова (Курнавăш) хăпарма тивĕç пулчĕ.

50 кг çитичченхи виçере арçын ачасем 16 кг кире пуканĕ çĕклерĕç. Ăмăрту çĕнтерÿçи Д.Григорьев (Курнавăш) сулахай алăпа сулласа 33 хут, сылтăммипе 50 хут йăтрĕ, кăкăр çинчен икĕ кире пуканне 30 хутчен тĕртрĕ. Унăн командăри юлташĕ Д.Кудряшов иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, виççĕмĕш – А.Пупин (Елчĕк).

55 кг виçере пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене С.Елисеев (Кивĕ Эйпеç) тата Д.Некрасов (Кĕçĕн Таяпа) пайларĕç.

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен И.Ловкин эрне маларах “Хыпар” хаçат ирттернĕ кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕнче çĕнтернĕччĕ. Хальхинче те Иван 60 кг çитичченхи виçере республикăра, районта чи вăйлă атлет пулнине кăтартса пачĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пĕлÿ пухакансем П.Петровпа Д.Васильев тухрĕç.

65 кг виçере помост çинче ултă атлет вăй виçрĕ. Д.Горшков (Курнавăш) икĕ енлĕ ăмăртура 52 очко пухса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Д.Изратов (Кивĕ Эйпеç) тата И.Маликов (Çирĕклĕ Шăхаль).

70 кг виçере Кивĕ Эйпеç шкулне çÿрекен С.Соловьев кăтартăвĕ чи пысăкки. Вăл 24 кг икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 92 (!) хутчен тĕртрĕ, сулахай тата сылтăм алăсемпе 50 тата 53 хутчен сулласа йăтрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Н.Николаев (Курнавăш) тата А.Титов (Кĕçĕн Таяпа) йышăнчĕç.

75 кг виçере малти вырăнсене М.Корнилов (Курнавăш), Р.Пуня (Кушкă), П.Михайлов (Кĕçĕн Таяпа), 80 кг виçере А.Балашников тата А.Манаскин (Курнавăш), 80 кг йывăртарах виçере О.Николаев (Елчĕк), П.Рыбаков (Çĕнĕ Пăва) тухрĕç.

Çитĕннисем 65, 70, 75, 80 кг виçесенче вăй виçрĕç. Кунта А.Ловкин (Çирĕклĕ Шăхаль), А.Васильев (Елчĕк), А.Светопольский, А.Лакачов (иккĕшĕ те Курнавăш) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

50 çултан иртнĕ ветерансен ушкăнĕнче икĕ атлет помост çине тухрĕ. А.Анисимов (Ĕнел) тата Н.Молоствов пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсен командисен тупăшăвĕнче Курнавăш шкулĕ чи вăйли пулни палăрчĕ. Иккĕ-мĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Кивĕ Эйпеç тата Елчĕк шкулĕсен командисем. Çирĕклĕ Шăхаль, Кĕçĕн Таяпа шкулĕсен командисем те япăх мар ăмăртрĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Хисеп грамотисем парса чыс турĕç. Хăйсен виçисенче мала тухнă спортсменсене, спорт судйисене тата Курнавăш шкулне, Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулне 2008 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн “Елчĕк ен” хаçата тÿлевсĕр çырăнтарса параççĕ.

Кире пуканĕ йăтакансен “Елчĕк ен” хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ турнира хатĕрлесе ирттерсе яма пулăшнăшăн ăмăрту судйи-сене – кире пуканĕ йăтакансен спорчĕн районти федерацийĕн председательне О.Федорова, спорт шкулĕн тренерĕсене В.Демьянова, А.Убасева, Н.Молоствова, Н.Волкова тав тăватпăр.



"Елчĕк Ен"
05 декабря 2007
00:00
Поделиться