Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕçне кура – хисепĕ

“Яманчÿрелти сельхозхими” патшалăх унитарлă предприятире экскаватор машинисчĕ пулса ĕçлекен Владимир Васильев – Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ. Çак хисепе çамрăк хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе тивĕçнĕ.

Ĕç укçисĕр пуçне уйăхсерен 1000 тенкĕ стипенди илсе тăни çамрăксемшĕн самай пысăк пулăшу. Сăмах май, “Яманчÿрелти сельхозхими” патшалăх унитарлă предприяти дирекцийĕ коллективри пултаруллă çамрăк ĕçченсене тĕрлĕ енлĕн хавхалантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çавăнпа кунта ĕçлеме килес кăмăллă çамрăксем йышлă.

“Рассвет” ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакан, Кипеç ялĕнче пурăнакан Антонина Лаптева çамрăк хăйне Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине илсе тăма па- лăртнине пĕлсен савăнăçне пĕрле ĕçлекенсемпе пайланă.

“Президент стипендине илме тивĕçлĕ пулнишĕн, пĕр енчен, савăнатăп, тепĕр енчен, малашне тата тăрăшуллă пулма хам çине яваплăх илетĕп”, – тет А.Лаптева. Хуçалăх ертÿçи Юрий Мясников, специалистсем вăл кирек хăш ĕçре те хастар пулнине палăртаççĕ. Тоня улттăмĕш çул ял хуçалăх производствинче тăрăшать. Хăш-пĕр çамрăксем пек ял пурнăçне сивлесе калаçнине илтмен, теççĕ ун пирки юлташĕсем. Тепĕр тесен, илемлĕ хула пурнăçĕ ăна нихăçан та илĕртмен. Анчах хĕр çакна лайăх пĕлет: ăçта пурăнсан та укçана ĕçлемесĕр, вăй хумасăр памаççĕ. Тăрăшуллă, ÿркенсе тăман çынна вара асăрхаççех...



"Елчĕк Ен"
05 декабря 2007
00:00
Поделиться