Çемье, ача тимлĕхсĕр юлмĕç
Паянхи кун тĕлне халăха социаллă пулăшу паракан органсенче 3387 çемье учетра тăрать, вĕсенче çул çитмен 5637 ача çитĕнет.
Йышăну проекчĕ социаллă йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесене тата çул çитмен ачасене тупса палăртас, учета илес тата реабилитацилес йĕркене палăртать. Пĕрлехи автоматизациленнĕ банк ра-йонсенчи (хуласенчи) çул çитмен ачасен ĕçĕсене тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссисен 28 муниципаллă банк кăтартăвĕсенчен йĕркелент. Социаллă, психологиллĕ, юридикăллă çăмăллăхсен мониторингĕ йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесене тата çул çитмен ачасене пурнăçри йывăрлăхсенчен вăхăтра тухма пулăшать.
Учетра тăракан çемьесем, çул çитмен ачасем çинчен сведенисене, çавăн пекех реабилитаци программи мĕнле пынине уйăхсерен çул çитмен ачасен ĕçĕсене тата вĕсен правилисене хÿтĕлекен правительство комиссине тăратмалла.
Çакăн евĕрлĕ автоматизациленĕ система ĕç тăвакан влаçпа вырăнти самоуправлени органĕсене, обществăлла тата ытти организацисене çемьери ăнăçсăрлăха, çул çитмен ачасем право йĕркисене пăснине тĕрĕслесе тăрассине лайăхлатма пулăшать.