Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Малашлăха шанса

4 çул каялла, 2003 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче, “Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен” саккун вăя кĕчĕ. Вырăнти влаç ĕç-хĕлне паянхи вăхăт ыйтнă пек çĕнетсе улăштарма тата çын пулăшăвне кĕтсе ларма мар, хамăр вăя шанма хистерĕ вăл. Çак 4 çул хушшинче, чăн та, пурнăçра чылай ырă улшăну пулса иртрĕ.

Кунта, паллах, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Президенчĕсен В.Путинпа Н.Федоровăн тÿпи пысăк. Общество пурнăçне ырă енне улăштарас тĕллевпе хатĕрленĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсем – “Вĕрентÿ”, “Сывлăх”, “АПК аталанăвĕ”, “Пурăнмалли çурт-йĕр” – пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пыраççĕ. Ăс-тăнпа культура шайне ÿстермелли, сывлăха тĕреклетмелли условисем ял халăхĕн те паян хуларинчен кая мар.

Сăмахран, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи Аслă Пăла Тимешре, Сăрьелте, Кавалта, Энтепере паянхи кун тĕслĕх вулавăшсем, Кавалпа Аслă Пăла Тимешре пысăк спорт залĕсем, Аслă Пăла Тимешре пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ ĕçлеççĕ, шкулсем çĕнĕ технологипе пуянланса пыраççĕ. Аслă Пăла Тимеш, Кивĕ Эйпеç, Кивĕ Арланкасси ялĕсенчи культура çурчĕсене кăçал газ çитертĕмĕр. Çавна май Аслă Пăла Тимеш, Кивĕ Арланкасси культура çурчĕсенче ăшăтмалли системăна тĕпрен улăштарма, Кивĕ Эйпеçре пысăк юсав ĕçĕсем ирттерме тиврĕ. Халăх канăвне тĕллевлĕ йĕркелеме 4 клуба (Энтепе, Кивĕ Эйпеç, Питтĕпел, Аслă Пăла Тимеш) музыка центрĕсемпе тивĕçтертĕмĕр. Тепĕр çул Питтĕпел клубне çут çанталăк газĕпе ăшăтмалла тăвасшăн. Кирлĕ оборудованине паянах туянса хунă. Пурнăçланă ытти пысăк ĕçсен шутĕнче Кушкăри Аслă урама вак чул сарнине, ял тăрăхĕнчи медпунктсене юсаса çĕнетнине асăнмалла.

Ял тăрăхĕсен чи малтан пурнăçламалли ĕçĕ – хамăр пурăнакан вырăна, масарсене, юхан шывсене таса та тирпейлĕ тытасси. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕпе пĕрлех çак ĕçе милицин участокри уполномоченнăйĕсем, депутатсем, райадминистраци çумĕнчи адмкомисси членĕсем тÿрремĕнех явăçнă. Хуçалăхсен умĕсене, урамсене тасалăхра тытассипе Кивĕ Эйпеçпе Исемпел ялĕсем ырă тĕслĕх кăтартнине палăртас килет.

“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ килти хушма хуçалăха ăнăçлă аталантарма май пачĕ. Çавна май чылайăшĕ çăмăллатнă кредит илчĕ, выльăх-чĕрлĕх тытакансен йышĕ те, продукци туса илесси те ÿсрĕ. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ “Елчĕкри сыр пĕçерекен завод” ОАОна халăхран пухнă сĕтпе тивĕçтерессипе чи малти вырăнта тăрать.

Тунă ĕçсемпе лăпланса ларма çук паян, малашлăхра пурнăçа кĕртмелли тĕллевсем те чылай. Кулленхи ĕçре халăхпа, хуçалăхсен ертÿçисемпе тачă çыхăнса, малашлăха шанса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ.



"Елчĕк Ен"
28 ноября 2007
00:00
Поделиться