«Эпĕ – çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн»
Çул-йĕр çинче пулакан инкексен шучĕ юлашки вăхăтра кунран-кун, çулран-çул ÿссе пырать. Раççейре аварие пула çулсерен 33000 çын пурнăçран уйрăлать, 285000 çын аманать. Çул-йĕр çинчи инкексен шутне чакарас тĕллевпе Раççейре «Эпĕ – çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн» акци пырать. Асăннă акцие кашни водителех хутшăнма тивĕç. Чи кирли – çул-йĕрĕн ансат правилисене çирĕп пăхăнасси. Вĕсем çаксем: хăвăртлăха палăртнă виçерен ытла ÿстермĕп, светофорăн хĕрлĕ çутине пăхăнăп, ачасем час-час çÿрекен çул çинче асăрхануллă пулăп, ытти водительсемшĕн чăрмав пулмăп, агрессивлă водителе çул парăп, çуран çÿрекенсене çул урлă ирттерĕп, хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнăп тата пассажирсене те çыхăнма хистĕп, çулсем пайланнă вырăнсенче тимлĕрех пулăп, кăмăл начар е ыйхă килнĕ чухне руль умне лармăп, ГИБДД сотрудникĕсене взятка сĕнмĕп.
Асăннă акцин тĕп тĕллевĕ – хамăр çемьене, тăвансене, çывăх çынсемпе тус-юлташсене тĕрлĕ инкекрен хÿтĕлесси, çул-йĕр культурине ÿстересси. «Эпĕ – çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн» акци çул-йĕрсем çинчи йĕркелĕхе çирĕплетме пулăшасса шанас килет.