Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çемье телейĕ – ачасенче

Районти «Çулталăкри çемье» конкурсра мала тухнă çемьен республикăра Елчĕк чысне хÿтĕлемелле. Кăçал Аслă Таяпари Павловсем районти тупăшура малти вырăна çĕнсе илчĕç. Çак кунсенче çемье республикăри конкурса хутшăнчĕ. Парнепе таврăнчĕç вĕсем Шупашкартан.

Антонина Николаевнăпа Виталий Петрович 28 çул каялла çемье çавăрнă. Тăватă ача çи-тĕнтереççĕ вĕсем. Аслă ывăлĕ Игорь хăй те çемьеллĕ, ачаллă ĕнтĕ. Вăл вăтам шкула «пиллĕк» паллăсемпе кăна пĕтернĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ. Халĕ налук службин пултаруллă специалисчĕ.

Елена хĕрĕ те вăтам шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă. Вăл та аслă пĕлÿллĕ специалист. Надеждăпа Александр шкулта вĕренеççĕ. Вĕсен дневникĕсенче «5» паллăсем çеç.

Павловсем ачисене çĕршыва юрăхлă çынсем тăвас тесе тăрăшаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсемпе чăнахах та савăнма пултараççĕ.

Çемье пуçĕ ял çыннин хисепне çĕнсе илнĕ. Наградăсем те йышлă унăн. Спортпа туслă. Йĕлтĕрпе чупса пĕрремĕш, çăмăл атлетикăпа иккĕмĕш спорт разрячĕн нормативне тултарнă.

Кил хуçи хĕрарăмĕ тĕрлĕ енĕ-пе пултаруллă. Тĕрĕ ăсти. Хăйĕн ĕçĕсене выставкăна тăратнă вăл. Вырăс драма театрĕн фойинче конкурсантсен ĕçĕсемпе паллашма пулать. «Елчĕксен алă ĕçĕсем – чи илемлисем», – тесе пĕлтерчĕç пире. Чăн та, çĕлеме, çыхма, тутлă апат пĕçерме ăста Антонина Николаевна.

Туслă пурăнаççĕ Павловсем. Вĕсенчен ырă тĕслĕх илмелли пайтах. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, вĕлле хурчĕсем тытаççĕ, пахча çимĕç нумай лартса çитĕнтереççĕ. Умри пахчара пĕрремĕш юр ÿкичченех чечексем çеçке çурса лараççĕ.

Республикăри конкурсран Павловсем тулли кăмăлпа таврăнчĕç. Призлă вырăнсене йышăнайманни темех мар – Президент саламне, парнине илни, ыттисен пултарулăхĕпе паллашни теме тăрать.

Малашне пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр Павловсене. Ытти çемьесене вара кашни çулах иртекен çемье конкурсĕ-сене хутшăнма чĕнетпĕр.



"Елчĕк Ен"
28 ноября 2007
00:00
Поделиться