Ял ура çине тăрать
Ялта пурăнакансене рынокпа унăн çирĕп саккунĕсем хăратмаççĕ. “АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проекчĕ ăнăçлăн пурнăçа кĕрсе пырать. Вăл ĕçлеме пуçланăранпа районти 1378 уйрăм çын 194 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илсе тĕрлĕ техникăпа, ăратлă выльăх-чĕрлĕхпе пуянланчĕç, выльăх-чĕрлĕх усрама тĕрлĕ объект çĕклерĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсем те йывăрлăхран тухса пыраççĕ – çĕнĕ техника, ăратлă выльăх, паянхи самана ыйтакан оборудовани туянаççĕ, фермăсене çĕнетеççĕ. Çавна май ÿсĕмсем те пур. Районти чылай хуçалăх выльăхсене ÿт хуштараслăхĕпе, сĕт сăвассипе республикăра малтисен йышĕнче. Сăмахран, “Прогресс” хуçалăхра тăрăшакан Т.Романова оператор пăхакан мăйракаллă шултра выльăхсем кăçал çак тапхăра çитиччен талăка 1000 грамм ытла, Т.Данилова сысна самăртакан оператăрăн вы-льăхĕсем 700 грамран кая мар ÿт хушнă.
“АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проекчĕ пурнăçа кĕме пуçланăранпа ырă улшăнусем, чăн та, чылай пулчĕç. Çапах та чăрмавĕсем те тупăнсах тăраççĕ. Хуçалăхсемпе ял халăхĕ туса илекен продукци йÿнĕ, ăна вырнаçтарма йывăр пулни ура хурать паян. Çавна май пурнăç ялсенче продукцие сутăн илекен тата ĕçе кĕртекен кооперативсем ытларах йĕркелеме ыйтать.