Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чемпионсем çитĕнеççĕ

Елчĕк районĕнчи шкул ачисемпе çитĕннисем ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республикăри, Атăл тăрăхĕнчи тĕрлĕ ăмăртусемпе турнирсенче палăрнă. Халĕ те вĕсем республикăра чи пултаруллисем шутланаççĕ.

Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă Александр Скворцов та ирĕклĕ майпа кĕрешсе Чăваш Республикинче ирттернĕ ăмăртусенче пĕрре çеç мар çĕнтернĕ. Анчах пултаруллă çамрăк спортсмен пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Ăна асра тытса Елчĕкри А.Игнатьев ячĕллĕ спорт залĕнче кăçалхипе вун пĕрмĕш хут ирĕклĕ майпа кĕрешсе районта мала тухмалли ăмăрту иртрĕ. Унта Елчĕкри, Аслă Елчĕкри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Çĕнĕ Пăвари, Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Турнира уçнă май çамрăк спортсменсене Елчĕкри ДЮСШ ертÿçи В.Кудряшов, райадмини-страцин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕ Н.Малышкин, ăмăртун тĕп судйи С.Александров саламларĕç.

Ăмăртăва чи кĕçĕн çулсенчи 25 кг виçере ачасем пуçларĕç. Вĕсем 3-4-мĕш классене çÿреççĕ. Спорт ăсталăхне шкулти секцисенче ÿстереççĕ. Ку виçере Кушкă шкулĕнче вĕренекенсем палăрчĕç. Д.Дергуновпа А.Блинов пĕрремĕшпе иккĕмĕш, Н.Лапшин (Çирĕклĕ Шăхаль) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

27 кг виçере те Кушкă шкулĕнче вĕренекен З.Юсупов çĕнтерчĕ, иккĕмĕш – А.Демьянов (Елчĕк).

30 тата 33 кг виçесенче Аслă Елчĕк шкулне çÿрекен Р.Черновпа Э.Адюков чи вăйлисем пулчĕç. Вĕсем халиччен районти кăна мар, республикăри ăмăртусенче те палăрма ĕлкĕрнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Г.Ивановпа (Кушкă) Н.Уразаев (Елчĕк) тата Н.Захаровпа (Çирĕклĕ Шăхаль) Г.Зайцев (Кушкă) йышăнчĕç.

Ытти виçесенче çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне çак атлетсем кĕчĕç: 36 кг. 1. А.Николаев (Çирĕклĕ Шăхаль). 2. Р.Галимов (Кушкă). 3. А.Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль). 39 кг. 1. В.Майков. 2. Д.Катин (иккĕшĕ те Аслă Елчĕк). 3. С.Васильев (Елчĕк). 42 кг. 1. Н.Кузнецов (Елчĕк). 2. Г.Обручков (Аслă Елчĕк). 3. И.Гафиятуллин (Кушкă). 46 кг. 1. Денис Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль). 2. П.Зайцев (Кушкă). 3. Дмитрий Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль). 50 кг. 1. К.Миллин (Патреккел). 2. Б.Баскаков (Кушкă). 3. А.Светлов (Аслă Елчĕк). 54 кг. 1. А.Егоров (Çирĕклĕ Шăхаль). 2. Э.Дергунов (Кушкă). 3. С.Мальков (Елчĕк). 58 кг. 1. Д.Козлов (Кушкă). 2. Д.Гурьев (Çирĕклĕ Шăхаль). 3. С.Пыркин (Кушкă). 63 кг. 1. В.Мартынов. 2. Д.Васильев (иккĕшĕ те Елчĕк). 3. А.Андреев (Кушкă). 69 кг. 1. В.Медведев (Елчĕк). 2. Ф.Леонтьев. 3. Н.Краснов (иккĕшĕ те Çирĕклĕ Шăхаль). 69 кг йывăртарах. 1. Н.Соколов. 2. А.Михайлов. О.Николаев (виççĕшĕ те Елчĕк).

Командăсен тупăшăвĕнче Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти çăмăл атлетсем çĕнтерчĕç, куçса çÿрекен кубока тивĕçрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Кушкă тата Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсен командисем.



"Елчĕк Ен"
26 ноября 2007
00:00
Поделиться