Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

13:25_ Поздравление главы Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем Матери

Хисеплĕ ентешсем, хаклă амăшĕсем!

         Сире тĕнчери чи çывăх та чи хаклă çыннăмăрсен - амăшĕсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп!

          Аннен ырă кăмăлĕнчен, тимлĕхĕнчен, ăса вĕрентсе каланă сăмахĕнчен хакли, пĕлтерĕшли пурнăçра нимĕн те çук. Мĕн кун çути парнеленĕрен ăшă чунлă амăшĕ ачин сывлăхĕшĕн, унăн аталанăвĕшĕн тимлет, тĕпренчĕкне ырă ĕç тума, Тăван çĕршыва юратма вĕрентет. Çемье вучахне те амăшĕсемех упраççĕ.

         Уяв кунĕ ĕçчен те сăпайлă Елчĕк енĕн амăшĕсене сывлăхлă та çĕр-шывшăн усăллă ывăл-хĕр çитĕнтернĕшĕн тав сăмахĕ калатăп, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, çемьере телей сунатăп!

 

Елчĕк район пуçлăхĕ        Н.П.Миллин.



23 ноября 2007
00:00
Поделиться