Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Районăн сумлă уявĕ

80 çул каялла йĕркеленнĕ тăван районăмăрăн кун-çулне палăртса тата ял хуçалăхĕпе продукцие ĕçлесе тирпейлекен промышленноçра тăрăшакансене халалланă уяв иртрĕ Елчĕкре. Ăна уявлама çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен тус-тăвансем те килнĕ.

Районăн утса тухнă çул-йĕрĕ сулмаклă. Аталанăвăн ÿсĕмĕсем тата малашлăх çинчен район пуçлăхĕ Н.Миллин, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Н.Ильина чарăнса тăчĕç.

Район пурнăçĕнче ял хуçалăхĕ паллă вырăн йышăнать. Раççей Президенчĕ В.Путин тата “Единая Россия” партин Патшалăх Думинчи фракцийĕ пуçарнипе йышăннă “Агропромышленность комплексне аталантарасси” наци проекчĕ ĕçлеме пуçлани ял хуçалăхне çĕнĕ вăй-хăват кĕртрĕ. Инвестици хывни производство аталанăвĕшĕн чăннипех пысăк пулăшу: фермăсен çурчĕсене çĕнетеççĕ, хальхи йышши оборудовани вырнаçтараççĕ, техника туянаççĕ. Малашне те районти хуçалăхсем ку енĕпе ĕçлесе пырĕç.

Çанталăкăн çăмăл мар условийĕсенче районта кăçал 32 пин тонна (пĕлтĕрхинчен 14 процент ытларах), кашни гектартан 22, 4 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ.

Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кăтартăвĕсене те тивĕçлипе хакламалла. Кăçалхи 10 уйăхра районта аш-какай туса илессине 11 процент, сĕтпе 6 процент ÿстернĕ.

Н.Миллинпа Н.Ильина районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ытти енĕсене те тивĕçлипе хак пачĕç.

Ĕçне кура чысĕ, сумĕ. Ĕçлĕ ăмăртура малта пыракан коллективсем, уйрăм çынсен ячĕпе сахал мар саламсем янăрарĕç. Ял хуçалăх культурисене туса илессипе куçса çÿрекен ялава, дипломпа 10 пин тенкĕ премие “Комбайн” ЯХПК çĕнсе илчĕ. Вĕсенех пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ те пысăк – кашни гектартан 39, 3 центнер. Çакăншăн “Комбайнсем” куçса çÿрекен “Ылтăн пучах”, акционерсен “Прогресс” обществин иккĕмĕш комплекслă бригади (В.Сочков бригадир) Социализмла Ĕç Геройĕн И.А.Михайловский ячĕллĕ призсене, кăçал вырма ĕçĕсене вăхăтлă та пахалăхлă пурнăçланă “Сатурн” хуçалăх премие тивĕçрĕç.

Елчĕк тăрăхĕ ĕçчен çынсемпе пуян. Акă, “Эмметево” ОООри В.Захаров комбайнер “Енисей-1200” комбайнпа 14816 центнер тĕш тырă тĕшĕлесе “Вырма-2007 чемпионĕ” ята тивĕçрĕ. “Комбайн” хуçалăхри А.Васильев тĕш тырă турттарассипе, “Рассвет” ЯХПКри В.Кириллов механизатор нумай эталон-гектар, “Эмметево” ОООри А.Сурков механизатор çĕртме сухи тăвассипе, К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхри И.Большаков улăма хушăка хурассипе палăрчĕç. Вуншар-вуншар çĕр ĕçченĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхакан хисепе тивĕçрĕ уявра.

Районăн 80 çулхи юбилейне паллă тума Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров килни уяв сумне тата ÿстерчĕ. Николай Васильевич çĕр ăстисене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене, хресченсене пулăшакансене, ветерансене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Район ĕçченĕсен ÿсĕмĕсене уйрăмах палăртрĕ вăл. Юбилей кунĕ районта тĕрлĕ çĕнĕ объектсем хута кайрĕç. Чи хакли вара Президентăн “Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен” Указне республикăра чи малтан пурнăçлама, кашни яла асфальт çул çитерме пултарни. Çакна уйрăммăн палăртрĕ Н.Федоров Президент, малашне те ăнăçлă ĕçлеме сунчĕ.

Района пушă алăпа килмен Николай Васильевич. Ĕçре палăрнисене Чăваш Республикин, Раççей шайĕнчи наградăсене, парнесене пачĕ.

Республика, район малашлăхĕ çамрăксенчен нумай килет. Пирĕн Президент çакна питĕ лайăх ăнланать. Ахальтен мар уявра 5 çамрăк çемье унăн аллинчен çурт-йĕр валли субсиди уйăрнине çирĕплетекен свидетельствăсем илчĕ.

Уявра тĕрлĕ савăнăçлă самантсем те сахал мар пулчĕç. Фойере пĕр ĕмĕр чикки урлă каçнă çынсене халалланă республикăри “Ĕмĕр сакки сарлака” фотовыставка ĕçлерĕ. Кунтах – ял хуçалăх предприяти-йĕсен ĕç-хĕлне кăтартакан курав. Вăл çулран-çул пуянланса, анлăланса пырать. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе пĕрле ял тăрăхĕсем, вĕсенчи культура ĕçченĕсем хутшăнни курава тата туллинрех, илемлĕрех хатĕрлеме май парать.

Жюри членĕсене малти вырăнсене тухнисене палăртма, вĕсене суйласа илме те çăмăл пулмарĕ. Курнавăшри ял тăрăхĕ ĕлĕкхи чăвашсен йăли-йĕркинче сыхланса юлнă апат-çимĕçе асра тытса вĕсен нумай тĕсне хатĕрленĕ. Çакна шута илсе вĕсем, чăннипех, пĕрремĕш пулма тивĕç тесе палăртнă. Иккĕмĕш вырăнта – Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ.

Кăмакара пăшăхласа пĕçернĕ сысна çурин тушкине астивсе курма ĕлкĕрнисем вăл питĕ тутлă пулнине пĕлтерчĕç. Тăрăм ял тăрăхĕ – виççĕмĕш вырăнта.

Курав çĕнтерÿçисене Дипломсем, укçан премисем парса хавхалантарнă.

Саламсем те чылай янăрарĕç юбилей уявĕнче. Района тĕрлĕ вăхăтра ертсе пынă çынсене – В.Шадрикова, П.Блинова, П.Хушкина, А.Молоствова чысларĕç, парнесем пачĕç. Район пуçлăхĕ Н.Миллин вĕсен тÿпи район аталанăвĕнче пысăк пулнине уйрăмах палăртрĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов, ытти хăнасем те район çитĕнĕвĕсемшĕн савăннине палăртрĕç, хаклă парнесем пачĕç. Уява килнĕ çынсене артистсем ташă-юрăпа саламларĕç.



"Елчĕк Ен"
21 ноября 2007
00:00
Поделиться