Правосуди çуртĕнче тĕрĕслĕх хуçалантăр
Район юбилейне паллă тунă кун Елчĕк халăхĕшĕн тепĕр пысăк та паллă пулăмпа асра юлчĕ – Правосуди çурчĕ уçăлчĕ. Ăна уçнă çĕре Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов, район пуçлăхĕ Н.Миллин, Чăваш Республикин Аслă Сучĕн председателĕ Н.Порфирьев, Чăваш Республикин Суд Департамент управленийĕн начальникĕ В.Петров тата ытти официаллă çынсем хутшăнчĕç. Н.Федоров Правосуди çурчĕ судьясене мар, граждансене кирлине палăртрĕ. Юлашкинчен çапла хушса хучĕ: “Чăваш чĕлхинче “суд” пĕлтерĕшлĕ сăмах çук. Чăваш Ен историнче правосуди шыравĕ çеç пулнă теме юрать пулĕ. Çав шырав халĕ ăнăçлă вĕçленчĕ.
Хуçалăхсем хушшинчи “Яльчикская” строительство организацийĕн (директорĕ Г.Софронов) пысăк тăрăшулăхне пула Правосудин икĕ хутлă капăр çурчĕ кĕске вăхăтрах çĕкленчĕ. Асăннă çурта хута яма федераци бюджетĕнчен пурĕ 17 миллион та 850 пин тенкĕ уйăрнă. Лаптăкĕ – пин тăваткал метр ытла. Суд ĕçне пурнăçламалли, граждансене йышăнмалли хăтлă пÿлĕмсенче ĕçлеме условисем çителĕклĕ: суд ларăвĕн канашлу пÿлĕмĕн икĕ пысăк залĕ, судьясен тата суд тытăмĕн ĕçченĕсен кабинечĕсем, ытти пÿлĕмсем. Маларах вара федерацин 3 судйинчен тăракан Елчĕк район сучĕ иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче тунă 100 тăваткал метр лаптăк йышăнакан кивĕ çуртра вырнаçнăччĕ. Унта ĕçлеме условисем çителĕксĕрччĕ.
– Правосудин çĕнĕ çурчĕ çĕкленни – Елчĕк халăхĕшĕн пысăк парне. Çак парнешĕн пирĕн Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Президенчĕсене В.Путинпа Н.Федорова, район пуçлăхне Н.Миллина, çурта çĕклеме хутшăннă кашни çыннах тав сăмахĕ каламалла. Çак çуртра тĕрĕслĕх çеç хуçалантăр, – çапла каларĕ пухăннисен умĕнче Елчĕк район сучĕн председателĕ С.Кузнецова.