Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Мăшăрлану керменĕ çĕкленчĕ

Шупашкарти, тĕрлĕ районти мăшăрлану керменĕсенче пĕрре мар пулса курнăран, хамăр районта вăл çукки пăшăрхантаратчĕ паллах. Хуть те мĕн тесен те пурнăçăн пĕрремĕш утăмне тăвакан мăшăрсене хăтлă керменте çырăнтарни, “çĕнĕ кайăксене” çутă та илемлĕ залра ят хуни çамрăк мăшăрсен, ашшĕ-амăшĕсен, тăван-пĕлĕшĕсен асĕнче яланлăхах юлать. Юлашки çулсенче районти культурăпа кану центрĕнче регистрациленĕ çамрăк мăшăрсене.

ЗАГС ĕçченĕсем культработниксене куçран пăхнă тесен те юрать: пĕр-пĕр ответлă çынна тупмалла, сасă операторĕпе калаçмалла... Халĕ вара ЗАГС ĕçченĕсем çăмăллăн сывласа ячĕç пулинех, тахçанах кĕтнĕ ĕмĕт пурнăçланчĕ. Мăшăрлану керменĕ район 80 çулхи уявне ирт-тернĕ кун хута кайрĕ.

Районти тĕслĕх библиотека çурчĕн тăррине реконструкцилесси çăвĕпех пычĕ. Юсавпа техника пред-приятийĕн ĕçченĕсем çанă тавăрса вăй хучĕç унта. ЗАГС керменне тума федераци бюджечĕ 2, 5 миллион тенкĕ уйăрчĕ. 271 тăваткал метр лаптăкра мăшăрланăва регистрацилемелли зал, çамрăк мăшăр пÿлĕмĕ, ĕç кабинечĕсем, архив пÿлĕмĕ тата холл вырнаçнă.

Мăшăрлану керменне уçма Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров, район пуçлăхĕ Н.Миллин, Чăваш Республикин юстици министрĕн çумĕ – ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Капитонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов хутшăнчĕç, хĕрлĕ хăйăва касрĕç. Строительство ĕçĕсене пурнăçланă организацин пуçлăхĕ Б.Капламов ЗАГС пайĕн пуçлăхне В.Спиридоновăна символикăлла уçă пачĕ. Унтан хаклă хăнасем пысăк мероприятие хутшăнчĕç. Уяв кунĕнче районти тăватă çемье хăйсен пурнăçĕнчи чи савăнăçлă та манăçми событие паллă турĕç: “юрату çимĕçĕсен” ячĕсене хучĕç. Аслă Елчĕкри Карамаликовсем (Николай райадминистрацин информаци пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ, мăшăрĕ, Светлана, районти искусство шкулĕн хореографĕ) пĕрремĕш тĕпренчĕкне Богдан, Аслă Елчĕкри Хушкинсем (Алексей – Елчĕкри “Энергобаланс” участокĕн начальникĕ, Алевтина – райадминистрацин субсидисемпе ĕçлекен специалисчĕ) иккĕмĕш ачине Карина, Елчĕкри Иноходовсем (Валериан – “Россельхознадзор” патшалăх ветеринари надзорĕн патшалăх инспекторĕ, Ирина – федераци казначействин Елчĕк районĕнчи управленийĕн специалисчĕ) пĕрремĕш ачине Егор, Елчĕкри Дмитриевсем (Александр – милици сотрудникĕ, Наталья пĕрремĕш ачипе килте ларать) иккĕмĕш ывăлне Николай ятсем панă.

Кăçал республикăра “Ача çулталăкĕ” иртнĕ май çакна палăртма кăмăллă: районта вунă уйăхра 172 пепке кун çути курнă. Тата кăçалтан икĕ ачаллă амăшĕсем федерацин “Ача пур çемьесене патшалăх пулăшăвĕ памалли хушма мерăсем çинчен” саккунпа килĕшÿллĕн амăшĕн капиталне – 250 пин тенке тивĕçеççĕ. Аслă Елчĕкри Хушкинсене Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров амăшĕн капиталне панине çирĕплетекен сертификат пачĕ. Хаклă документа илнĕ çемьене Президент, район пуçлăхĕ, РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертÿçи З.Яковлева, ЗАГС пайĕн ертÿçи В.Спиридонова саламласа парнесемпе чысларĕç.

– Ĕмĕр манса каяймăн кун пек саманта. Республика пуçлăхĕ алă тытса саламлани пурнăçра, ĕçре тăрăшса ĕçлеме хистет, çемьере килĕштерсе, юратса пурăнма, ачасемшĕн чуна пама ыйтать. Ĕмĕр ан сÿнтĕр пирĕн юрату, – теççĕ çамрăк мăшăрсем пĕр шухăшлăн.

Мăшăрлану керменĕнче иртнĕ шăмат кун пилĕк çĕнĕ çемье чăмăртанчĕ, çитес шăмат кун туй тума палăртнисем тата тăххăрăн. Апла пулсан туй-çăнăхта кĕрлетĕр ялсенче, “çĕнĕ кайăк” сасси янăратăр çемьесенче.



"Елчĕк Ен"
21 ноября 2007
00:00
Поделиться