Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кунта пулас олимпиецсем çитĕнĕç

Иртнĕ çул вĕçĕнче, раштавăн 28-мĕшĕнче, Н.Федоров Президент пирĕн тăрăха çитсе Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнче физкультурăпа сывлăх комплексĕн никĕсне хывнăччĕ. Унтанпа нумай та вăхăт иртмерĕ – Спорт керменĕ хута кайрĕ.

Районăн 80 çулхи юбилейне уявланă кун унăн алăкĕсем уçăлчĕç. Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров çак чаплă самантра хăйĕн савăнăçне пытармарĕ – физкультурăпа сывлăх комплексĕ тĕнче стандартне тивĕçтерет. Вăл палăртнă тăрăх, çакăн йышши керменсене тăвассипе Чăваш Ен Раççейре чи малтисенчен пĕри. Акă, Раççей Федерацийĕн территорийĕнче 2006 çулта физкультурăпа спорт комплексĕсем 30 çурт хута кайнă пулсан, вĕсенчен 6-шĕ – пирĕн республикăра. Чăваш Енре 30-тан кая мар пулаççĕ. Елчĕксем хăйсен тĕллевне пурнăçларĕç – керменте спортпа физкультурăна вăйлатма кăна мар, сывлăха тата ÿт-пĕве аталантарма та майсем пур: бассейн, тренажер, шейпинг, кĕрешÿ залĕсем... Спорт керменне тума федераци, республика, район бюджетĕнчен 80 миллион тенкĕ ытла тăкакланă.

Физкультурăпа сывлăх керменĕн ячĕ те пур – “Улăп”. Республика Президенчĕ Н.Федоров, район пуçлăхĕ Н.Миллин, Олимп вăййисен призерĕ В.Андреев, стройка подрядчикĕн – Канашри “Спецмонтажстрой” ООО генеральнăй директорĕ А.Михайлов спорт керменне савăнăçлă уçрĕç. Пирĕн районтан тухнă мухтавлă, паллă спортсменсем сахал мар. Кам пĕлмест пулĕ А.В.Игнатьев, В.В.Андреев, Ю.Г.Ильин олимпиецсене; Олимпиецсен йышĕ ÿсессе шансах тăрăпăр.

 



"Елчĕк Ен"
21 ноября 2007
00:00
Поделиться