11:50_ Поздравление Главы Яльчикского района Н.П.Миллина с 80-летним юбилеем района.
Хисеплĕ ентешсем, чĕннĕ хăнасем!
Сире пурне те Елчĕк районĕ 80 çул тултарнă ятпа чĕререн саламлатăп!
Район 80 çул тултарни чăннипех те пысăк уяв. Юбилей Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ, паян унта пурăнакансене, район аталанăвĕшĕн тăрăшакансене пурне те пĕрлештерет. Пирĕн ытарайми район ỹсĕмĕшĕн, аталанăвĕшĕн хăй тỹпине хывнă çынсемшĕн вăл уйрăмах хаклă, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хамăрăн тăван çĕр-шывăмăра чунтан юратни, мухтавлă ентешĕмĕрсем район аталанăвĕшĕн тĕрлĕ отрасльте хывнă ĕçĕсемпе мухтанни, Елчĕк енĕн паллă ывăл-хĕрĕ тунă çитĕнỹсемпе çĕнтерỹсемшĕн тивĕçлипе савăннине чăн-чăн патриот чĕрисенче нихăçан та сỹнтереймĕн.
Елчĕк районĕ çулран-çул ỹссе, аталанса пырать. Халиччен мĕн тунипе савăнмалли, малашне çĕнĕ ỹсĕмсем патне туртăнмалли те пирĕншĕн паллă.
Уяв кунĕ манăн уйрăмах, ял ĕçченĕсене, пирĕн атте-аннесене, асаттесемпе мăн асаттесене, кам тăван ен аталанăвĕшĕн, унăн мухтавĕшĕн вăй-халне, сывлăхне шеллемесĕр ĕçленĕ тата ĕçлекен ентешĕмĕрсене чĕререн хисеп туса тав сăмахĕ калас килет.
Сирĕн пултарулăхăра, пысăк тăрăшулăхăра пула Елчĕк ен Чăваш Республикин саманапа пĕр тан утакан, малалла аталанакан ял хуçалăх тата культура центрĕ пулса тăчĕ.
Пурне те чун-чĕререн уяв ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу, тăнăç пурнăç сунатăп!
Елчĕк район пуçлăхĕ Н.П.Миллин