Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Призывник кунĕ иртрĕ

      Чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче призывник кунĕ иртрĕ. Çак ятпа çыхăннă мероприятие райадминистрацин ларусем ирттермелли пысăк залĕнче йĕркелерĕç. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин уçрĕ. Николай Петрович çĕршывăн ыранхи хÿтĕлевçисене ырлăх-сывлăх, çитĕнÿсем сунчĕ. Çĕршыв хÿтĕлевçин сумлă ятне çÿллĕ шайра тытма, хăюллă та хастар салтак пулма сĕнчĕ. Çамрăксене районти çар комиссарĕ В.Буклаков, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ Н.Московский, контрактпа службăра тăракан Тÿскел каччи А.Егоров мичман саламларĕç. Вĕсем те призывниксене тивĕçлĕ салтак пулма, ашшĕсемпе пиччĕшĕсен ырă тĕслĕхне ăша хывма сĕнчĕç. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр утса тухнă, пурнăçра сахал мар хура-шур курнă Н.Московский ветеранăн витĕмлĕ сăмахĕсем вара кашнинех тарăн шухăша ячĕç.
        В.Буклаков çар реформипе çыхăннă çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. Кĕрхи призывра салтак атти тăхăнакансем хĕсмĕтре çулталăк çурă пулĕç. 2008 çулхи çурхи призывпа çара каякансен служба срокĕ пĕр çулпа танлашĕ. Маларах судпа айăпланнă е учетра тăнă çамрăксене çар ретне илмеççĕ халĕ. Тепĕр çĕнĕлĕх – кĕрхи призывран пуçласа контрактпа çара салтакри е запасри граждансене çеç мар, вуçех службăра пулман аслă пĕлÿллĕ йĕкĕтсене те илеççĕ. Призывник контракт службин вырăнне те хăй суйласа илет. Сăмахран, Кивĕ Эйпеç каччи А.Сусметов (И.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче вĕреннĕ) призыв служби вырăнне контракт службине суйласа илчĕ. Ульяновскри десант дивизийĕнче службăра тăрĕ вăл. Призывниксене салтак тумĕсемпе Канашрах тивĕçтереççĕ. Вĕсем мĕнле çар чаçĕсене каяссине районти призыв комиссийĕ палăртать. Валерий Венадьевич çавăн пекех çамрăк салтаксене службăн пĕрремĕш кунĕнченех хăйсене мĕнле тытмаллине каласа пачĕ, салтак тумĕпе, кухнипе, çарти хĕç-пăшалпа тата ыттисемпе те тĕплĕн паллаштарчĕ, вĕсемпе мĕнле усă курмаллине, вăл е ку лару-тăрура мĕнлерех пулмаллине ăнлантарчĕ. Вăл каласа пани салтаксемшĕн çеç мар, залра ларакан ытти çынсемшĕн те кăсăклă пулчĕ.
       Ашшĕ-амăшĕн ятĕнчен призывниксене Тÿскелĕнчи Зинаидăпа Юрий Ивановсем саламларĕç. Юлашкинчен кашни призывника парне пачĕç. Районти культурăпа кану центрĕнче тăрăшакансем шăрантарнă юрăсем чун-чĕрересенче патриотла шухăш-туйăм çуратрĕç.
         Таса Николай ячĕллĕ часавайра Александр атте призывниксен ячĕпе кĕлĕ вуларĕ.


"Елчĕк Ен"
10 ноября 2007
00:00
Поделиться