Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Аллă çул алла-аллăн

         Патреккел ялĕн Тĕп урамне кĕрсен нумаях та каймалла мар – Кедровсен тĕлне пĕчĕк ача та кăтартса ярать. Урамалла пăхакан ултă чÿречеллĕ, илемлĕ хапхаллă кирпĕч çурт умне çитсенех кунта тирпейлĕ хуçасем пурăннине ăнланатăн. Пÿрт çу-мĕпе çеç мар, картишне илемлĕ плита сарнă. Ниçта та ытлашши япала выртмасть. Картишĕнчи пахчара чечек клумбисем вырнаçнă. Кил хуçи хĕрарăмĕ чечексене юратни куç кĕретех.
        Мĕнле сăлтавпа килнине пĕлтерсен чечеклĕ илемлĕ тутăр айĕнчен çулсем иртнине пĕлтерсе кăвакарнă çÿçĕсене шалалла тирпейлĕн пуçтарнă, пилĕкĕ самаях авăннă тарават ватă пире пÿрте чĕнчĕ. Хирĕç ытлашши çÿллĕ мар, çутă кăвак куçĕсемпе çын çине ачашшăн пăхакан арçын тухрĕ. Паллашнă хыççăнах ăшă та çутă пÿлĕме кĕтĕмĕр. Хуларинчен пĕрре те кая мар: хăтлă зал, çывăрмалли пÿлĕмсем, кухня, алăк кукри.
       Залри çемçе креслосем çине вырнаçсан Нина Арсентьевнăпа Аркадий Ивановича утса тухнă анлă та такăр мар çулсем çинчен аса илме ыйтрăмăр. Ыт ахальтен мар çакă: юпа уйăхĕнче Кедровсем пĕр çемье çавăрса пурăнма пуçлани 50 çул иртрĕ. Калама çеç, çур ĕмĕр юнашар, хуйхи-суйхипе савăнăçне нумай астивнĕ çитмĕл çул урлă каçнă ватăсем. Темле йывăрлăха тÿснĕ пулсан та, Нина Арсентьевнăпа Аркадий Иванович çынлăхран тухман, ĕçрен пăрăнман, ачисене çирĕп воспитани парса ÿстернĕ. Паян вĕсен ачисем хăйсем йăва çавăрса ашшĕ-амăшĕн хÿт-тинчен вĕçсе тухса кайнă. Кĕçĕнни, Саша, мĕн авалтан пыракан ырă йăлана пăрахăçласшăн мар, ватăсемпе юнашар. Вăхăтăн-вăхăтăн çеç Мускава ĕçлеме кайса килет.
       Вĕсен йăхĕнче ылтăн туйччен килĕштерсе те тату пурăнакан пĕрремĕш çемье Кедровсем. Аллă çул шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан, пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланакан ватăсем çамрăклăха кăмăллăн аса илеççĕ.
      ... Аркадий Иванович Акчелте çуралса ÿснĕ. Çамрăклах тăлăха тăрса юлнă пĕр тăвансем. Ĕне урана час пуснăран ял ачисем пĕчĕккĕллех ĕçе кÿлĕннĕ, кирек мĕнле ĕçрен те пăрăнман. Яш çулне çитсен кÿршĕ ял хĕрне куç хывнă, унпа пĕрлешнĕ.
       Патреккел хĕрĕ Нина Левая 7 класс пĕтернĕ хыççăнах колхозра пилĕк авнă. Ял хĕрĕсенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман вăл: ал ĕçĕ тума юратнă, çепĕç калаçăвĕпе, ăшă кăмăлĕпе палăрнă.
      Акчелте нумай пурăнман çамрăк мăшăр, çĕнĕ çĕре уйрăлса тухасшăн ăнтăлнă. Çапла вара Кедровсем Патреккелĕнче Тĕп урамра çурт лартнă. Вăхăт иртнĕçемĕн ачисем пĕрин хыççăн тепри кун çути курнă. Çичĕ ача çитĕнтернĕ вĕсем. Ашшĕ ывăлĕсене пуртă-пăчкăпа аппаланма, амăшĕ хĕр пĕрчисене ал ĕçне, кил-çуртри тирпей-илеме вĕрентнĕ. Кĕçĕн хĕрĕ, Ира, халĕ кăмăллăн аса илет: “Урайне йăрăм-ярăм çунă пулĕ пĕчĕкскер. Анне ĕçрен килсенех урай таса маррине тÿрех асăрхатчĕ. Темиçе хутчен çутарнă мана ăна, тепĕр чухне е шыв витрине ÿпĕнтернĕ “ас тумасăр”, ĕçе тĕплĕ тума вĕрентнĕ. Кайран, анне çумĕнчен тухса кайсан, тĕплĕ тума вĕреннĕ ĕçшĕн тантăшсем те тĕлĕнетчĕç», – тет вăл.
       Кедровсен аслă ывăлĕ, Володя, ракета çарне службăна лекнĕ. Çулталăкран юн чирĕпе чирлесе таврăннă вăл, часах çĕре кĕнĕ. Амăшĕпе ашшĕ мĕн чухлĕ хуйхăрнă пулĕ. Кăна пĕр Турă çеç пĕлет. Шăпах çак вăхăтра çĕнĕ пÿрте куçма шухăшланă вĕсем. Анчах çĕнĕ пÿрт çинчен-и шухăш çакăн пек инкек чухне; 1980 çулта çеç пÿрт купалама пулăшнă тăван-пĕлĕшĕсене, кÿршĕ-аршăна хăнана чĕннĕ.
       Иккĕмĕш ывăлĕн, Валерин, кун-çулĕ те кĕске пулчĕ. Çак инкек те Нина Арсентьевнăпа Аркадий Ивановичăн çÿçĕсене кăвакартрĕ пулĕ.
       Вăхăт вара пурне те сиплет теççĕ. Халĕ Кедровсем пилĕк тĕпренчĕкĕпе йăпанса пурăнаççĕ. Аслă хĕрĕ, Галя, Ел-чĕкре хунав янă, стройкăра тăрăшать. Таня Шупашкарта пурăнать. Ира – Мускав облаçĕнче. Юрий Çĕнĕ Шупашкарта. Маларах каларăм ĕнтĕ, кĕçĕнни тĕп килте.
       Кедровсем – ĕç ветеранĕсем. Аркади пичче нумай çул газоэлектросварщикра вăй хунă. Ылтăн алăллă, тет ăна ял-йыш. Халиччен çынпа харкашса, хытă калаçса та курман вăл. Эрехне те ытлашши ĕçмен, ытти усал йăласемпе те çыхланман.
       Нина аппа та тăван колхозра ĕçлесе ĕмĕрне ирттернĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та килте ларман, вăй çитнĕ таран хуçалăха пулăшнă, мăшăрĕпе кочегарта пилĕк авма та ÿркенмен.
       Пуян та йышлă Кедровсем. Иккĕшĕн те пĕр тăвансем нумай. Вĕсен ачисем те ялтах хунав янă. Пуринпе те туслă пурăнаççĕ ватăсем. Хутран-ситрен çеç иккĕшĕ ларса апат çиеççĕ. Яланах пÿрт тулли çын. Хăна-вĕрле татăлманшăн савăнаççĕ ватăсем. “Çын килмесен тем çитмест пек. Кашнине хапăл эпир. Ачасем пĕчĕк чухне хамăр урам ачисем пурте пирĕн патăртаччĕ. Пĕринче кÿршĕ яла хăнана кайнă. Килте ачасем тĕрлĕ конкурссем ирттеретчĕç ун пек чухне. Килетпĕр хайхи ĕçкĕрен: пÿртре 19 ача çывăрать. Мăшăрпа иксĕмĕр пальтосене сарса алăк умĕнче çĕр каçрăмăр»... Тарават та ăш пиллĕ пулнăран юбилярсен пит-куçĕ çуталать. Çитмĕл урлă каçнăскерсем ачисемпе, мăнукĕсемпе, мăнукĕн ачисемпе киленсе пурăнаççĕ.
      «Лайăх ĕçленипе эпир «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Çĕршыв, республика ертÿçисем ветерансен ят-сумне ÿстерессишĕн нумай тăрăшаççĕ, пирĕн пек çĕр-çĕр çын социаллă çăмăллăхсемпе усă курать вĕт. Тавах вĕсене», – теççĕ сумлă ватăсем.
       Эпир калаçса ларнă вăхăтра та мăнукĕ кĕрсе тăчĕ:
       – Кукамай, тутли мĕн çимелли пур; – тесе ыйтрĕ вăл.
      – Борщ пĕçернĕ, мăнукăм, ларса çи, – хапăл турĕ Игорь мăнукне кукамăшĕ.
     Хăйсем чун панă тĕпренчĕксем, мăнуксем, ял-йыш сума сунинчен ырри, лайăххи мĕн пултăр тата ватăсемшĕн...


"Елчĕк Ен"
10 ноября 2007
00:00
Поделиться