13:34_ Поздравление Главы Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем милиции
Шалти ĕçсен органĕсен хисеплĕ сотрудникĕсем, ветеранĕсем!
Сире чĕререн професси уявĕпе - милици кунĕ ячĕпе саламлатăп! Право хуралĕн органĕсенче тăрăшакансем пысăк та яваплă ĕç пурнăçлаççĕ, йĕркелĕхпе саккунлăха, граждансен хăрушсăрлăхне, вĕсен прависемпе интересĕсене хỹтĕлеççĕ. Сирĕн ĕç хăрушлăхпа та çыхăннă, çавна май милици ĕçченĕн куллен пысăк профессионализмлă, хăюллă, тỹрĕ кăмăллă пулма тивет.
Милици ветеранĕсем, хальхи вăхăтра служба тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлма, пархатарлăн пурнăçласа пыракан сотрудниксем чăннипех те пысăк тав сăмахĕсене тивĕçлĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем малашне те ума лартнă задачăсене тивĕçлипе пурнăçласса шанса тăратăп.
Уяв ячĕпе саламласа сире ырлăх-сывлăх, телей, службăра ăнăçу,çитĕнỹ, çемйĕрсенче лăпкăлăх сунатăп.
Елчĕк район пуçлăхĕ Н.П.Миллин.