Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Раççей чемпионатне хутшăннă

         Штанга йăтассипе 18 çул тултарман çамрăксем хушшинче ирттернĕ Раççей чемпионатне пирĕн районта çуралса ÿснĕ виçĕ атлет хутшăннă. Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсем хатĕрлекен шкулсенче ăсталăха туптакан П.Портнов (Аслă Пăла Тимеш) тата Г.Чермаков (Курнавăш) Чăваш Республикин, Мускаври Олимп резервĕсем хатĕрлекен шкул воспитанникĕ А.Сусликов (Курнавăш) тĕп хула командисен йышĕнче ăмăртнă.
         Пирĕн ентешсем призерсен йышне кĕреймен пулин те хăйсен виçисенче лайăх кăтартусем тунă. П.Портновпа А.Сусликов хăйсенчен 3 тата 2 çул аслăрах штангистсемпе тупăшнине шута илсен вĕсем малалла лайăх результатсемпе савăнтарасса шанма пулать.

 



"Елчĕк Ен"
03 ноября 2007
00:00
Поделиться