Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пуçлăхсене тавах

        Пенсие тухсан кирек кам та утса тухнă анлă çула аса илетех пулĕ. Эпĕ те тепĕр чухне аса илÿ çăмхине сÿтетĕп. Пурнăçа ахаль ирттерменшĕн савăнатăп.
 
 
 
     Ĕç стажне районти чи вăйлă колхозсенчен пĕринче – “Славăра” пуçланă. Унти комсомолецсене ертсе пынă. Уй-хирте, фермăра çанă тавăрса вăй хураттăмăр çеç мар, культурăллă канма пĕлеттĕмĕр, спортпа питĕ туслăччĕ. Каярахпа Лаш Таяпа ял совет председателĕнче тăрăшрăм. Унтан район центрне пурăнма куçрăмăр. Кунта райпо председателĕнче, крахмал заводĕнче, Перекет кассинче, асфальтпа бетон заводĕнче вăй хума тиврĕ. Хама шанса панă ĕçе яланах ответлăхпа пурнăçлама тăрăшаттăм.
        Партин аслă шкулĕнче, Чулхулари юридика институтĕнче пĕлÿ пухрăм. Юрист профессине алла илнĕренпе юристра вăй хутăм. Халĕ те килĕшÿпе ĕçлетĕп.
        “Ĕçне кура – хисепĕ”, – теççĕ чăвашсем. Хисеп хучĕсем, парнесем пĕрре мар илнĕ. Чи хакли вара – Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамоти. Чыслăн упратăп ăна çемье архивĕнче.
Кăçал вара Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров вăхă-тĕнче республика наградисене илнĕ, ватлăхпа пенсие тухнă граждансене “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ят парасси çинчен Указ кăларчĕ. Çакă пире, ĕмĕре ĕçлесе ирттернĕ пенсионерсене, питĕ савăнтарчĕ. Халĕ эпĕ те ĕç ветеранĕ. Епле пысăк чыс. Тавтапуç республика пуçлăхĕсене. Тивĕçлĕ канăва тухни пилĕк çул иртсен те пире патшалăх ертÿçисем манманни чыс кÿрет вĕсене.
 


"Елчĕк Ен"
03 ноября 2007
00:00
Поделиться