Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хаксем йĕркеленеççĕ

        Елчĕк район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕ ваккăн тата курттăмăн суту-илÿ тăвакан организацисемпе уйрăм предпринимательсене çапла пĕлтерет: Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн “Социаллă пĕл-терĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсен ÿсĕмне тытса чарасси çинчен” йышăнăвĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен переченьне илсе кăтартнă.
 
 
        Унта ыраш çăнăхĕнчен, тĕрлĕ сортлă çăнăхран пĕçернĕ хура çăкăр, тулă çăнăхĕ, 3, 2 процент таран çуллă кефир, 15 процент таран çуллă хăйма, выльăх çăвĕ (Раççейре туса кăларни), тип çу (хĕвел çаврăнăш çăвĕ), çĕр улми кĕреççĕ. Вĕсен сутлăхри хушма хакĕ ваккăн суту-илÿ-ре 10 процентран, курттăм суту-илÿре 5 процентран ытла пулмалла мар.


"Елчĕк Ен"
03 ноября 2007
00:00
Поделиться