Елчĕксем Беларуçа каяççĕ
Беларуç тата Чăваш Республикисен хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăва йĕркелес, культурăпа информаци çыхăнăвĕсене çирĕплетес тĕлĕшпе чÿк уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче пирĕн районтан Беларуçа делегаци тухса каймалла. Сăмах май, Беларуçра пурĕ 3 пин ытла чăваш пурăнать. Унтах чăвашсен “Шупашкар” обществăлла пĕрлĕхĕ те йĕркеленнĕ, вăл йыхравланă та ĕнтĕ Чăваш Ен делегацине Беларуçа. Районти делегаци йышĕн- че – ял хуçалăх кооперативĕсен ертÿçисем, район админи-страцийĕн специалисчĕсем, Патреккелти халăх хорĕ.
"Елчĕк Ен"