16:40_ Поздравление Главы Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем народного единства
Хисеплĕ ентешсем!
Сире Пĕтĕм Раççей уявĕпе - Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе чĕререн саламлатăп!
Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ - пĕтĕм Раççей халăхне Тăван çĕршывăн пуян историйĕпе мăнаçланса пĕрлештерекен уяв. Пиртен кашнийĕ çĕршыв пуян та тĕреклĕ, пур енлĕ аталаннă çĕршыв пултăр тесе тăрăшать. Çĕршыв çирĕплĕхĕ унта пурăнакансен туслăхĕнчен, пĕр шухăшлăхĕнчен нумай килет. Кирек епле ĕçре те пĕрле килĕштерсе ĕçлесен кăна палăртнă тĕллев патне çитме, ăнăçу тума пулать. Çавăнпа та тăван ене пур енлĕ аталаннă, таса та тирпейлĕ тăвассишĕн пĕрле кар тăрса ĕçлер.
Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, килĕшỹ, тăнăç пурнăç сунатăп.
Елчĕк район пуçлăхĕ Н.П.Миллин.