Хуçине кура хуçалăхĕ те çапла
Тÿрех палăртар, тĕрĕсленĕ «Кушкă», «Арланово», «Марс», «Нива», «Знамя» хуçалăхсенче техникăна упрама вырнаçтарма пуçăнман та. Мĕн шутлаççĕ-ши вĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем; Çитес çулхи çурхи ĕçсенче техника кирлĕ пулмĕ-ши; Ытти хуçалăхсенче лару-тăру тĕрлĕрен: пĕрисенче техникăна упрама вырнаçтарассине вĕçлеççĕ, теприсем ку енĕпе ĕçе тин çеç пикеннĕ. Акă, çулсерен ырă тĕслĕх кăтартакан «Комбайн», «Сатурн» хуçалăхсенче комбайнсене, кăкарса ĕçлекен техникăна ятарлă пукансем çине лартнă, тутăхакан пайĕсене хÿтĕлев сăррисемпе çу сĕрнĕ. «Комбайн» ЯХПКра ку енĕпе Питтĕпелсем питĕ сатур. В.Романова бригадир тепĕр арçынран та ирттерет – ĕçе вăхăтлă, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать – кунта пĕтĕм техника тивĕçлĕ управра. Кавалти машинăпа трактор паркĕнчи çум курăка çулса тирпейлемелле, «Сатурн» хуçалăхран тĕслĕх илмелле. «Рассвет» ЯХПКра та техника çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Шел, В.Кириллов комбайнер çеç хăйĕн «уй-хир карапне» тасатманни, вырăна лартманни пĕтĕм лару-тăрăва пăсать – хăйне ялан ырă енчен кăтартнă механизатора кăçал мĕн пулнă; «Знамя» хуçалăхри В.Карпов хăй ĕçлекен КСК-100 агрегата çулсеренех йĕркеллĕ тытать. Кăçал та вăл ăна тасатса упрама лайăх хатĕрленĕ. Анчах ытти техника патне хуçалăхра çын алли пырса тĕкĕнмен-ха. «Урожай», «Свобода», «Прогресс» (Ĕнелпе Тÿскелте), «Эмметево», «Труд» хуçалăхсенче тĕш тырă пухакан комбайнсене ангарсене кĕртнĕ. Çапах та ĕçе вĕçне çитерменни вĕсенче те палăрать. Акă, «Эмметево» хуçалăхри СК-5 «Нива» комбайнăн шкивĕсене, сăнчăрĕсене çу сĕрмен, ыттисене те пукансем çине вырнаçтарса пĕтермен. «Труд», «Сатурн», Ленин ячĕллĕ тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсене техникăна упрама вырнаçтарса лартассипе слесарьсен звенисене йĕркеленĕ. Акă, «Труд» ЯХПКра ку енĕпе ĕçлекен 3 слесарьпе килĕшÿ тунă. Вĕсем çывăх вăхăтра техникăна хатĕрлесе пĕтереççĕ. Çапах та пĕтĕм агрегатсене ятарлă пукансем çине хăвăртрах вырнаçтарассине вĕçлемелле, резина урапасене шуратмалла. Уй-хирти ĕçсенчен пушаннă техника яланах хăй вырăнĕнче пулмалла. Шел, «Родник» ЯХПКра СК-5 «Нива» комбайн тем сăлтава пула вырăна – машинăпа трактор паркĕн территорине çитеймен. Кунта пресс-подборщикăн, БДТ-3 сÿресен, çĕр улми лартакан агрегатăн тутăхакан пайĕсене çу сĕрмен, резина урапасене шуратман. Çакăн пек ÿкерчĕк «Колос» хуçалăхра та тĕл пулчĕ. «Яманчурино» хуçалăхра комбайнсене, ытти техникăна тасатнă. Анчах та вĕсене упрамалли арккăллă складра тĕш тырă выртать. Ĕçлекенсене хавхалантарма уйăрнă ăна. Анчах вĕсем ăна хăçан илсе пĕтерĕç; Хальлĕхе вара унта вырнаçтармалли техника урамрах ларать, тутăхать. Хуçалăхсенче пулнă май, хăш-пĕр машинăпа трактор паркĕсенче çум курăкĕ алхаснине, тимĕр-тăмăр сапаланса выртнине асăрхатăн. Специалистсемпе ертÿçĕсен тирпейлĕх пирки шухăшласа пăхмаллах. Çанталăк хальлĕхе лайăх тăрать. Çавăнпа çывăх вăхăтра техникăна упрама вырнаçтарса лартассине вĕçлемелле, унăн ĕмĕрне тăсассишĕн тăрăш- малла. |