Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем» – вуннăн

Иртнĕ эрнере райадминистрацин ларусем ирттермелли за-лĕнчи «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят илнĕ пенсионерсене чаплă лару-тăрура удостоверенисем пачĕç. Халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Николаева кашнине çак ята илнĕ ятпа ăшшăн саламларĕ. Ĕç ветеранĕн хисеплĕ ретне кĕрекенсем çаксем: Зинаида Ивановна Галкина (Елчĕк), Валентина Николаевна Кириллова (Вăрăмхăва), Галина Трофимовна Московская (Елчĕк), Светлана Александровна Муллина (Таяпа Энтри), Николай Леонидович Павлов (Лаш Таяпа), Степан Федорович Сусметов (Кивĕ Эйпеç), Василий Халитович Уразгильдин (Елчĕк), Василий Николаевич Федоров (Тÿскел), Мария Филипповна Филатова (Елчĕк), Галина Ивановна Яблокова (Аслă Таяпа).

«Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илнисем ĕç вете- ранĕсем пекех çăмăллăхсемпе усă кураççĕ: уйăхсеренхи 315 тенкĕ тÿлев, пурăнмалли пĕтĕмĕшле лаптăкшăн тата коммуналлă пулăшушăн, телефонпа усă курнăшăн тÿленĕ чухне 50 процент çăмăллăх.



"Елчĕк Ен"
26 октября 2007
00:00
Поделиться