Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

10:00_ Поздравление главы Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем работников дорожного хозяйства

Çул-йĕр хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, ветеранĕсем! 

          Сире чĕререн професси уявĕпе - çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!

           Çул-йĕр строительствин пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Халăх хуçалăхĕнчи нумай отраслĕн тăнăçлăхĕ, ăнăçлăхĕ сирĕн тăрăшулăхăртан килет. Юлашки çулсенче районта хытарнă, асфальтлă çулсен хисепĕ ỹссех пырать. Чăваш Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикинчи автомобиль çулĕсен сетьне тăвассине васкавлă майпа вĕçлесси çинчен" Указне пурнăçласа кăçал районти çул-йĕр строителĕсем нумай ĕç туса ирттерчĕç, 7 яла асфальтлă çулпа çыхăнтарчĕç. Хальхи вăхăтра юлашки яла çул сарассипе ĕçсем пыраççĕ. Кăçалтан районти кашни ялта пурăнакан пĕр чăрмавсăр çула тухма пултарĕ. Шансах тăратăп, сирĕн тăрăшулăх малашне те ума лартнă задачăсене ăнăçлăн пурнăçласа пыма май парĕ.

         Уяв ячĕпе саламласа сире ырлăх-сывлăх, ăнăçу, çитĕнỹсем сунатăп.

Елчĕк район пуçлăхĕ                Н.П.Миллин.



19 октября 2007
00:00
Поделиться