Поздравление главы Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем работников сельского хозяйства
Хисеплĕ ял ĕçченĕсем, агропромышленность комплексĕнче тăрăшакансем!
Сире чĕререн професси уявĕпе - ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем район, республика экономикине курăмлă витĕм кỹреççĕ. Ял çыннин ĕçченлĕхĕ, çирĕплĕхĕпе чăтăмлăхĕ чăннипех те пысăк хисепе тивĕçлĕ. Чун туртнипе суйласа илнĕ ĕçре юратса вăй хуни, тăтăш çĕнĕ аталану çул-йĕрĕ шырани ял хуçалăхне малалла аталанма май парать. "Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проекчĕ ăнăçлăн пурнăçа кĕрсе пыни малашлăхра çутă шанчăк кỹрет.
Хисеплĕ ял çыннисем, агропромышленность комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, ветеранĕсем! Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сырлăх, иксĕлми телей, ăнăçу, çитĕнỹсем сунатăп.
Елчĕк район пуçлăхĕ Н.П.Миллин.