Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пенси виçи хăпарчĕ

Раççей Президенчĕ В.В.Путин кăçалхи авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче федерацин 223-ФЗ номерлĕ «Ĕç пенсийĕсен база пайне палăртнă май федерацин «Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен» Саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» Саккуна алă пуснă.

Пенси реформи пуçланнă тапхăрта, 2002 çулта, ватлăхпа паракан ĕç пенсийĕн база пайĕ 450 тенкĕпе танлашнă. Хаксем ÿснĕ май унăн виçи те улшăнса пынă: кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 1112, 72 тенкĕ пулнă. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен база пайне 1260 тенкĕ тесе палăртнă.

Федерацин «Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен» Саккунĕпе килĕшÿллĕн пĕтĕм категорири çынсен пенсийĕсен база пайĕсем ÿсрĕç. Çакна таблицăра та курма пулать.

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ватлăхпа паракан вăтам пенси виçи Елчĕк районĕнче 181 тенкĕ ÿснĕ, уйăхра 2904 тенкĕпе, социаллă пенсин вăтам виçи 239 тенкĕ ÿснĕ – вăл 2020 тенкĕпе танлашать. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕсен, вĕсем 2 пенси илме тивĕç пулсан, ÿсĕм – 609 тенкĕ, пенсин вăтам виçи – 7098 тенкĕ. Пенси тÿлеме районта уйăхсерен хушма 1, 3 миллион тенкĕ кирлĕ пулать. Кăçал ватлăхпа паракан пенси виçи вăтамран 392 тенкĕ, социаллă пенсин – 331 тенкĕ ÿсрĕ.



"Елчĕк Ен"
11 октября 2007
00:00
Поделиться